Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ял тӑрӑхӗнчи Шӑмалак ялӗнче пурӑнакан тыл ветеранӗ Лидия Изекеева 90 ҫул тултарнӑ.
9 ача амӑшне (Лидия Петровна мӑшӑрӗпе Владимир Кузьмичпа 3 хӗрпе 6 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ) вырӑнти тӳре-шара юбилейпе саламланӑ. Хӑнана вӗсем ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн саламӗпе ҫитнӗ.
90-ри хӗрарӑм паян та хастар. Вӑл кил-тӗрӗшӗнче тӑрмашать. Маларах вара хӗрарӑм общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ. Унӑн мӑшӑрне те (вӑл 13 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ) вырӑнтисем хисепленӗ, арҫын ӑста платник пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова 100 ҫул тултарнӑ.
Анна аппа ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫулта качча тухнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа ӑсатсан икӗ ачапа тӑрса юлнӑ. Анчах упӑшкине вӑл фронтран кӗтсе илеймен. Ачисене вӑл пӗчченех ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ, ывӑлӗпе хӗрӗшӗн тӗслӗх пулнӑ.
Халӗ Анна Афанасьевна хӗрӗпе Тамарӑпа пурӑнать. Тамара - тивӗҫлӗ канура, амӑшӗпе юнашар пулас тесе мӑшӑрӗпе иккӗшӗ Шупашкартан яла куҫса килнӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан Роза Андреева нумаях пулмасть 90 ҫул тултарнӑ. Ачаранпах юрлама юратнӑскер вӑл паян та чун киленӗҫне пӑрахман. Унтан та ытларах — хора ҫӳрет.
Роза Андреева Шупашкар хулин халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Палан» клубӗн хастар пайташӗ.
Роза Андреевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен вӑл педагога вӗренсе тухнӑ, каярах тепре пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн экскурсоводра та тӑрӑшнӑ. Педагогикӑри стажӗ — 51 ҫул.
«Палан» хорта Роза Афанасьевна 2012 ҫултанпа юрлать. Коллектив тӗрлӗ ҫӗре концертсемпе тухса ҫӳрет. Роза Андреева тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ.
«Центрта мана килти пекех лайӑх. Кунта туссем нумай. Хора пула эпӗ нумай ҫӗнӗ юрӑ вӗрентӗм», – тет хастар хӗрарӑм.
Чӑваш Енри культура отраслӗнче чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫлекен сӑвӑҫ, юрӑҫ, Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫинчен фильм ӳкерӗҫ.
«Чӑвашкино» киностуди «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмпа 2018 ҫултанпа документлӑ фильмсем ӳкерет, кашни кинокартинӑра сумлӑ пӗр-пӗр ҫын кун-ҫулӗпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра ун пеккине Светлана Асамата халаллӗҫ.
Фильм валли материалсем пухнӑ май ӳкерӳ ушкӑнӗ ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче — Канаш районӗнче, тата Шупашкарти телебашня патӗнче видеокадрсем ӳкерсе илнӗ.
Фильма Светлана Асаматӑн 70 ҫулхи юбилейӗ тӗлне (поэт 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ) хатӗрлесе ҫитересшӗн.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ҫӗршыври тата регионсем хушшинчи пултарулӑх конкурсӗсен лауреачӗн, бардӑн, Эльвира Соловьеван юбилей каҫӗ иртнӗ.
Программӑна хальхи вӑхӑтри чӑваш поэзийӗн антологине кӗртнӗ темелле. Концертра Михаил Юхма, Валентина Пугачева, Любовь Петрова, Валентина Белова, Александр Шувалов, Галина Белгалис, Наталья Шмелева, Татьяна Медведева, Анна Пулина, Наталья Антропова тата ытти поэт сӑмахӗсене кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ. Авторсенчен чылайӑшӗ ҫав каҫ залра пулнӑ. Вӗсем сцена хӑпарнӑ, алла микрофон тытса хӑйсен сӑввисене вуланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Александр Арсентьев 95 ҫул тултарнӑ.
Вӑл вӑрҫа кайнӑ чухне 17 ҫулта пулнӑ. 1948 ҫулччен Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче тӑнӑ, ҫар тивӗҫне Инҫет Хӗвелтухӗнче пурнӑҫланӑ.
Сусӑр пулсан та Александр Арсентьев ҫӗвӗҫе вӗренсе тухнӑ, ӗҫленӗ. Каярахпа вӑл электрик профессине алла илнӗ.
Ветеран паянхи кун та ӑс-тӑнне ҫивӗчлетме тӑрӑшать. 88 ҫулччен вӑл Шупашкарти савутра ӗҫленӗ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ишлейри шкул 150 ҫулхине уявланӑ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасёв, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительствин тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Степанов пырса ҫитнӗ.
Тата, паллах, уява шкул ачисем, вӗренӳ учрежденийӗнчен тӗрлӗ ҫулта тухса кайнисем, ветеран-учительсем пухӑннӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш Республикин таа тивӗҫлӗ артистки Елена Хорькова «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ.
Юбилей каҫӗнче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова, унӑн ҫумӗ Алексей Кизилов, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗн ҫумӗ Зоя Яковлева тата ыттисем пулӗҫ.
Елена Хорькова (Шурту) — Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче 30 ытла ҫул вылять. Вӑл 100 ытла тӗрлӗ сӑнара калӑпланӑ. Елена Шурту пушкӑрт чӑвашӗсен халӑх юррисене юрланипе те палӑрнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, лирика тенорӗ Иосиф Александров 70 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1952 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Уйкас Турай ялӗнче ҫуралнӑ. 1969 ҫулта Турайӗнчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑвваш патшалӑх педагогика институтӗнчи музыкӑпа педагогика факультетне вӗренме кӗнӗ. Чӑваш АССРӗн Патшалӑх телерадиовещанийӗнче патшалӑх комитечӗн артисчӗ пулса ӗҫленӗ. 1977 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх академи хор капеллинче юрлама тытӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Мария Никитична Башкирова ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑл Чӗлепи облаҫӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унтах пурӑннӑ, траншея чавнӑ, вӑрман каснӑ, эвакуаципе килнӗ ачасемпе ӗҫленӗ. Шӑпа Мария Никитичнӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, вӑл офицерпа паллашнӑ. Ҫак арҫын унӑн упӑшки пулса тӑнӑ. Вӗсем унпа тӗрлӗ тӑрӑха куҫса ҫӳренӗ. Мӑшӑрӗпе 4 хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Упӑшки отставкӑна тухсан Шупашкарта тӗпленнӗ.
Халӗ Мария Никитична 5 мӑнукӗпе, вӗсен 8 ачипе савӑнса пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |