Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: спорт

«Спартак» стадионӗнче иртнӗ кунсенче ухӑҫсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑрту Александр Палагин интернационалист, спорт ӑсти ячӗпе кашни ҫул иртет. Хальхинче ӑмӑртӑва 60 ытла ухӑҫ хутшӑннӑ. Чӑваш Енсӗр пуҫсӑр ӑмартӑва Киров, Калуга, Самар, Мускав, Орёл тӑрӑхри спортсменсем пулнӑ. Классикӑллӑ майпа пирӗн ентеш хӗрсем ҫӳлти пӗтӗм вырӑнсене йышӑннӑ. Анастасия Шитя, Шупашкарти УОР-та вӗренекенскер — тӗл лекессипе чи малти вырӑнта. Арҫынсем хушшинче чи ҫӳллӗ вырӑна Кӳкеҫри Евгений Никитин тивӗҫнӗ.

Ку ҫул ОСК-1 майпа та ӑмӑртнӑ. Ку дисциплинӑра хӗрсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Елена Кузнецова, арҫынсем хушшинче Андрей Абрамов йышӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Канаш хулинче тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ «Ман Канашӑ» (Мой город Канаш) хаҫат ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем ирттерет. Ҫулран ҫул хутшӑнакансен йышӗ ӳссе пырать. Ӑмӑртӑва Канаш хулинчи ӑмӑртуҫӑсем кӑна мар, республикӑн ытт районтисем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал ку ӑмӑрту авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртрӗ. Ӑмӑртӑва яланхи пек хула стадионӗнче мар, хулан тӗп лапамӗнче ирттерчӗҫ.

Ӑмӑртӑва ытларах енӗпе шкул ачисем хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавна май пӗлтӗр ятарлӑ куҫакан кубок та хатӗрленӗ. Ман хула кубокшӑн шкул ачисем тупӑшаҫҫӗ. Пӗрремӗш хутӗнче ку кубока Канашри 6-мӗш вӑтам шкул ачисем ҫӗнсе илнӗччӗ. Кубок кӑҫал та вӗсен аллинчен тармарӗ — вӗсенчех юлчӗ.

Ӑмӑрту хитре, интереслӗ те савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Тепӗр ҫул хутшӑнакансен шучӗ ӳсессе шанас килет.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шупашкар хӗрӗ Татьяна Чулах каллех хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе хаваслантарать. Хальхинче вӑл АПШра 20 ҫухрӑмлӑ дистанцире чупас енӗпе (Ogden Newspapers 20K Classic Run) ҫӗнтернӗ.

www.runners.ru ҫӑмӑл атлетика сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хутӗнче ҫӗнтерӳ ҫамӑл килмен. Чупӑвӑн вӗҫӗ таранах унӑн Кэролайн Чептануи Кени спортсменкипе кӗрешме тивнӗ. Вӗҫӗнче вара вӗсен хушшинче 1 ҫеккунтлӑ уйрӑмлӑх ҫеҫ юлнӑ. Татьяна Чулах — 1:13.29, Кени чупавҫин вара — 1:13.30

Ольга Романова, тепӗр чӑваш хӗрӗ, чупӑва 1:15.34 вӑхӑтпа вӗҫленӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ульяновск облаҫӗнчи чӑваш кӗрешӗвӗ федерацийӗ уҫӑ чемпионат ирттернӗ. Ӑна Раҫҫей Геройне, Федераллӑ хaрушсӑрлӑх службин авиаци полковникне Юрий Недвигaна халалланӑ. Вӑл кунта хӑй те пулнӑ.

Пурӗ ӑмӑртӑва 208 спортсмен хутшaннa: Ульяновскран, Димитровградран, Тутарстанран, Оренбургран, Пушкaртстанран, Пермь крайӗнчен.

Ҫамрӑксем хушшинче Ҫӗпрел районӗнчи Ҫӗнӗ Йӗлмел шкул ачисем виҫӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чи чаплӑ парнене вара Ульяновскра пурӑнакан чӑваш каччи Денис Сетнеров илнӑ. Ӑна така панӑ.

 

Раштавӑн 1-3 хушшинче Шупашкарта йӑлана кӗнӗ II Пӗтӗм Раҫҫей шайри сӗтел хушшинчи теннис ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва ветерансем хутшӑннӑ, парнесене вара «В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти ПО» ФГУП тивӗҫтернӗ. Парнесене ҫӗнсе илес тесе Самар, Жигулевск, Чулхула, Дзержинск, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи, Мари Эл, Тутарстан республикисенчи, Киров облаҫӗн тата Чӑваш Ен районӗсенчи ветерансем кӗрешнӗ.

 

Чӑваш Енри спортсменсем пурӗ 8 ылттӑн, 3 кӗмӗл тата 1 пӑхӑр медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсем:

* Сергей Иванов (Шупашкар, Раҫҫейӗн Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗн представителӗ, 30-39 ҫулхисем хушшинче ҫӗнтернӗ)

* Сергей Юрьев (УАО «Дорисс» тӗп инженерӗ, 50-59 ҫулхисем хушшинче ҫентернӗ)

* Николай Метлов (60 ҫултан аслӑраххисен хушшинче пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех иккӗн вылякансем хушшинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ)

* Людмила Климова (50-59 ҫулхисем хушшинче ылттӑн медале тивӗҫнӗ, «В.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, [139]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 14

1880
144
Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ.
1919
105
Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын