Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: палӑксем

Тикеш
Тикеш

Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑран ялсемпе хуласенчи палӑксене ҫӗнетес, вӗсене хӑт кӗртес ӗҫ пырать. Патӑрьел районӗнчи Тикеш (Хирти Пикшик ял тӑрӑхӗ) халӑхӗ те кӗҫнерникун, ҫӑвӑн 5-мӗшӗнче, ялти «Аслӑ Ҫӗнтерӳ» палӑка юсама хутшӑнчӗ. Ку ӗҫре вӗсене культура ҫуртӗнче вӑй хуракансем пулӑшрӗҫ.

Палӑка хӑт кӗртесси укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ, ҫакна асра тытса ял пуҫӗ Николай Селиванов тата клуб заведующийӗ Лидия Алексеева ыркӑмӑллӑх акцине ирттерчӗҫ. Халӑх хастар хутшӑнчӗ — палӑка юсас, кивӗ йывӑҫ карта вырӑнне тимӗррине тытас ӗҫе пӗр кун хушшинче туса пӗтерчӗҫ.

 

Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Чӑваш Республикинче пурӑнакан пур халӑх ҫыннисен пӗрлӗхне палӑртакан «Халӑхсемпе культурӑсене пӗрлештерекен» ансамбль скульптури уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Н.В. Фёдоров та килчӗ.

Палӑка чаплӑн уҫма пухӑннӑ мероприятине ЧПУ ректорӗ Л.П. Кураков пуҫларӗ — сӑмах тухса каларӗ. Вӑл Чӑваш Ен президентне халӑхсемпе культурӑсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пысӑк ӗҫ тунишӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Н.В. Фёдоров сӑмах каланӑ вӑхӑтра ку евӗр палӑк Раҫҫейре пӗрремӗш пулнине пӗлтерчӗ. Президент ҫакна та палӑртрӗ — пирӗн республикӑра 97 тӗрлӗ халӑх пурӑнать, 22 тӗрлӗ ентешлӗх ӗҫлет, 12 тӗслӗ тӗн пур.

 

Скульптурӑна ӑсталаканӗ — Владислав Зотиков. Вӑл Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ хуложникӗ, унӑн ӗҫӗсем чылай куравсенче пулса курнӑ. Скульптурӑра 7 хӗре кӑтартнӑ. Вӗсем ҫичӗ лепестоклӑ лотоса тытса тӑраҫҫӗ. Палӑк ҫӳллӗшӗ 7 метр, хӑй скульптура 5 метр. Пӗтӗмӗшле 3 тонна таяҫҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ «Чебоксары» палӑка ватма пуҫланӑ — ун вырӑнне ҫӗнӗ палӑк лартаҫҫӗ. Малтанхи «Чебоксары» палӑк 1972 ҫултанпа хулана кӗнӗ вырӑнта ларать, ӑна хатӗрлекенӗ Владимир Филатов пулнӑ. Ҫӗнӗ палӑк Хыркасси патӗнче ларӗ. Унӑн авторӗ — Александр Герасимов.

 

Палӑк ҫӳллӗшӗ — 16,2 метр, сарлакӑшӗ — 8 метр. Ӑна алюкобонд материалтан хатӗрленӗ. Палӑка чӑваш тӗррисемпе ерешленӗ, тӑрринче Шупашкар гербне вырнаҫтарнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Шупашкар районӗнче паллӑ вырӑн сахал мар. Сӑмахран, Апаш тӑрӑхӗ, "Бичурин тата паянхи самана" музей т.ыт.те. Ҫитес вӑхӑтрах вӗсен ҫумне тепӗр ят хушӑнӗ. Мӗнле пулӑмпа ҫыхӑннӑ-ха вӑл?

Нумаях пулмасть Кӳкеҫри маларах асӑннӑ музейре таврапӗлӳҫӗсем Чӑваш халӑх ҫыравҫипе М.Юхмапа тӗл пулнӑ. Шӑпах ҫакӑнта тепӗр истори палӑкӗ вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Пӑрттас кнеҫ ячӗпе ҫыхӑннӑ вӑл. Хӑй вӑхӑтӗнче Михаил Николаевич ҫак ҫыннӑн кун-ҫулне тӗплӗн тишкернӗ. Ҫакна палӑртма пулать: Пӑрттас - тӑван халӑха хӳтӗлекен. 1612 ҫулта Мининпа Пожарский кнеҫсемпе пӗрле Раҫҫейрен Польша интервенчӗсене хӑваласа кӑларнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. Пӑрттас Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинче те пулнӑ. Ялти пӗр юман патне ларсах каннӑ-мӗн. Шӑпах ҫак йывӑҫ патӗнче вырнаҫӗ те кнеҫе асӑнса лартнӑ палӑк. Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи кафе те малашне "Пӑрттас" ятлӑ пулӗ.

Л. МАНЯКОВА.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 23

1853
171
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
57
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем