Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: музейсем

Персона

2020 ҫулта чӑваш халӑх писателӗ, драматургӗ, прозаикӗ, режиссерӗ, актерӗ, тӑван тӑрӑхри сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫисенчен пӗри, Петр Осипов, ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ йӗркеленӗ. ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелекенӗсем – Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина тата музейри ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Еливанова.

Петр Осипов республикӑра сывлӑха сыхлас ӗҫ министрӗ пулнӑ. Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав, Халӑхсен туслӑхӗ, «Хисеп палли» орденсене тивӗҫнӗ. Унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ.

Петр Осиповӑн пултарулӑхне хак пама, ӑна сума сума асӑну каҫне ҫыравҫӑсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.

 

Культура

Ӗнер, кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин музейӗнче Анастасия Андреева ӑстан «Анастасийӑн тӗрӗри пурнӑҫӗ» куравӗ уҫӑлнӑ.

Анастасия Васильевна «Паха тӗрӗ» художество промыслисен фирминче ӗҫлет. Кураври унӑн ӗҫӗсем художникӑн пурнӑҫ ҫулне кӑтартаҫҫӗ. Куравра унӑн ҫамрӑк чухнехи ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ. Ал тутрисем те, алшӑллисем те, хыҫлӑ ҫемҫе пукан ҫине сармаллисем те ӑсталать, тӗртет. «Паха тӗрӗне» ӗҫе вырнаҫсанах сӑнавлӑ лабораторире пир тӗртекенте тӑрӑшнӑ.

Курав уҫнӑ ҫӗре Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи «Атай» халӑх юррин ансамблӗ (ертӳҫи — Геннадий Якимов) пырса ҫитнӗ. Курава ӑшӑ сӑмах каласа уҫма республикӑн Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина хутшӑннӑ. Художника вӑл культура министрӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ветеранӗн Владислав Хоменкӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Федоровна мӑшӑрӗн медалӗсене Шупашкарти Пушар хуралӗн музейне парнеленӗ.

«Ку наградӑсене ҫамрӑксене воспитани пама парнелетпӗр, пулас ӑру Тӑван ҫӗршыва мӗн тери юратма май пуррине пӗлтӗр», - тенӗ Нина Федоровна. Унӑн мӑшӑрӗ Владислав Арсентьевич пӗлтӗр 89 ҫул тултарнӑ, вӑл Украинӑри Киев облаҫӗнчи Умань хулинче ҫуралнӑ.

1941 ҫулта ашшӗне вӑрҫа ӑсатнӑ хыҫҫӑн Владислав Хоменкӑн ҫемйине эвакуациленӗ. Харьков облаҫӗнче вӗсем ҫине бомбӑсем ӳкме пуҫланӑ, унта арҫын ача ҫемйине ҫухатнӑ. Владислав кун хыҫҫӑн партизансен отрядне лекнӗ.

Шел те, Владислав Арсеньтевич нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, вилнӗ. Унӑн медалӗсене халӗ музейре пурте курма пултарӗҫ.

 

Культура
old.muzuch.ru сӑнӳкерчӗк
old.muzuch.ru сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ен тӗп хулинче Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи регионсенчи композиторсен XXX фестивалӗ пырать.

Юрӑ-ҫемӗ мероприятине ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Фестивале Мордва, Тутарстан, Пушкӑртстан, Удмурт республикисенчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри композиторсем хутшӑнаҫҫӗ. Мероприятие уҫма пуҫтарӑнсан, сӑмах май, Чӑваш Енри Композиторсен союзӗн ертӳҫине, Чӑваш Ен ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорне Николай Казакова РФ Композиторсен союзӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче 14 сехетре камера музыкин, 18 сехет те 30 минутра Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вокалпа хор музыкин концерчӗ пулӗ. Унта пурне те йыхравлаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти музейсенчен пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилине пӑсаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче.

Надзор органӗ Чӑваш наци музейӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче тата Чӑваш тӗррин музейӗнче пулнӑ. Ҫак учрежденисем «Чӑваш наци музейӗ» хысна учрежденийӗн тытӑмӗнче шутланаҫҫӗ.

Пурне те асӑрхакан прокурорсем музейсенче вӑл е ку кӑлтӑка самай тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр учрежденире пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттаракан тытӑмсем ӗҫлемеҫҫӗ иккен, саппас алӑксем ыррӑн уҫӑлса хупӑнмаҫҫӗ тата ытти ҫитменлӗх те тупӑннӑ.

Тупса палӑртнӑ кӑлтӑксемшӗн «Чӑваш наци музейӗ» хысна учрежденийӗн тӗп инженерӗ ячӗпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш наци музейӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.

 

Культура

Шупашкарти Чиркӳпе истори музейӗнче «ФАКТУРА 2.0» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Вырӑс музейӗн тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркелеме май килнӗ. Курава куҫ курманнисемпе начар куракансем валли уҫнӑ.

Чӑваш Енӗн хальхи вӑхӑтри художникӗсемпе халӑх ӑстисем Патшалӑхан Вырӑс музейӗн архивӗнчи хайлавсен макечӗсене хатӗрленӗ. Сусӑрсене ӑнланса-туйса илме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе ӗҫсене йывӑҫран, кантӑкран, хурӑн хуппинчен, ҫӑмран, пир-авӑртан, тӑмран, гипсран хатӗрленӗ.

Шупашкарти Э. М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑчан 4-мӗш художество шкулӗнче вӗренекенсем А. Венецианов, И. Грабарь, К. Перов-Водкин, И. Репин, И.Левитан ӗҫӗсене курав валли пластилинографи технологийӗпе йӗркеленӗ. ЧППУн художествӑпа графика факультетӗн студенчӗсем тифлокомментарисем хатӗрленӗ. ЧПУн журфакӗн студенчӗсем курав валли хатӗрленӗ комментарисене чӑвашла хатӗрлеме сӗннӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Геннадий Айхине халалланӑ интерактивлӑ курав хатӗрлеҫҫӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 16 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ.

Курава «Границы образа. Поэты и художники круга Айги» (чӑв. Сӑнар чиккисем. Айхи ҫумӗнчи поэтсемпе художниксем) ят парӗҫ. Ӑнӑ Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий айхи ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Курав поэзипе живопиҫрен тӑрӗ. Ун валли Мускаври икӗ поэтӑн: Андрей Черкасовӑн тата Николай Звягинцевӑн — сӑввисене суйласа илнӗ. Унсӑр пуҫне музейре упранакан Шупашкарти, Парижри тата Мускаври художниксен: Анатолий Миттовӑн, Пётр Петровӑн, Игорь Улангинӑн, Георгий Фомиряковӑн, Владимир Яковлевӑн, Игорь Макаревичӑн, Николай Дронниковӑн, Игорь Вулохӑн — ӳкерчӗкӗсем пулӗҫ.

 

Республикӑра
Екатерина Осипова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Екатерина Осипова архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарти культура ҫурчӗсенчен хӑшӗсем ачасене Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан мероприятисем ирттернӗ.

Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн информаципе аналитика енӗпе ӗҫлекен методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче Х. Степанов ячӗллӗ ача-пӑча вулавӑшӗпе пӗрле «Поэт земли чувашской» (чӑв. Чӑваш ҫӗрӗн поэчӗ) информаципе пӗлӳ программи йӗркеленӗ.

«Ровесник» культура ҫуртӗнче шкул ачисемпе ирттернӗ тӗлпулӑва Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева хутшӑннӑ.

Музейсенче те тӗрлӗ ӗҫ туса йӗркелеҫҫӗ. Шупашкарти Литература музейӗн ертӳҫи Ирина Оленкина пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа флешмоб ирттерме палӑртнӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Кӳршӗре

Силпи улӑхӗсем тавра пуҫланнӑ калаҫусем ҫинчен «Урал сасси» хаҫатра сентябрӗн 12-мӗшӗнче тата октябрӗн 2-мӗшӗнче пичетленнӗ статьясене вуларӑм, «Регионы России» журналта, «Чӑваш халӑх сайтӗнче», «Правда Краснояра ВКонтакте», «Идель.Реалии» сайтра тата ытти хыпарлав хатӗрӗсенче тухнисемпе паллашрӑм.

Чӑваш халӑхӗшӗн сӑваплӑ вырӑнсем шутланакан ҫӗре ют ҫӗршыв компанине арендӑна панине, Силпи сӑрчӗпе улӑхӗсене сысна каяшӗ айне тума шутланине ниепле те йышӑнма май ҫук. Хальхи технологи хӑватлӑ теҫҫӗ пулсан та, йышлӑ сысна комплексӗн пылчӑкӗпе шӑршине икӗ хуранта пытарса усрама май пулмасть. Халлӗхе Раҫҫейре ун пек тап-таса комплекссем никам та туман, ҫавӑнпа сысна витине Пелепей хули ҫумне е Шарлӑк (Шаровка) варрине лартмаҫҫӗ.

Халӑх сӑлтавсӑр шавламасть. Сысна комплексӗ Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи чӑваш ялӗсен малашлӑхне касса татать, ҫӑлкуҫсене варалать, сывлӑхшӑн пӑрӑнми хӑрушлӑх тӑвать. Кунта нимле юптару-тыттарупа, ӗҫ вырӑнӗ, инвестици ырлӑхӗ тенипе тӳрре тухма пулмасть.

Вырӑнти халӑха пӑтратас шутпа халӗ Слакпуҫӗнчи шкула кам ятне парасси пирки тавлашу пуҫарнӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Шупашкарти ачасем васкавлӑ пулӑшу музейӗнче пулнӑ, васкавлӑ пулӑшу бригадисен ӗҫне йӗркелесе тӑракан оперативлӑ пай ӗҫӗпе паллашнӑ. Реаниматологсем Симуляци центрӗнче ӑсталӑх сехечӗсем ирттернӗ. Васкавлӑ пулӑшу машинипе те ачасем кӑсӑклансах паллашнӑ.

«Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче нумаях пулмасть шкул ачисен икӗ ушкӑнӗ пулнӑ. Тӑваттӑмӗш тата ҫиччӗмӗш классенче вӗренекенсем музея та кӗрсе курнӑ, хальхи вӑхӑтри оборудованипе те паллашнӑ. Вӗсене дефибрилляторсем те, Жане тимӗр шприц та, йывӑҫ тонометр та, унчченхи пысӑк раци те кӑсӑклантарнӑ.

Экскурсие, сӑмах май, кирек кам та каяйрать. Анчах маларах систерсе хумалла. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 23-55-95, 23-55-72.

 

Страницӑсем: 1 ... 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, [24], 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, ... 71
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та