Ҫӗнӗ Шупашкар хула пульницинче Кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсемпе пӗрле йывӑр операци туса ирттернӗ. Пациент Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ пулнӑ. Унӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.
92 арҫын Шупашкарта пурӑнать. Вӑл больницӑна йывӑр чирсемпе лекнӗ. Ӳпке шыҫҫи аталаннӑ, ҫитменнине, унӑн чӗри япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӗрере унӑн ытти кӑлтӑксем те пулнӑ. Ҫак йывӑр чирсене пула ветеран вилме пултарнӑ.
Ветерана операци вӑхӑтӗнче вӑхӑтлӑх кардиостимулятор лартнӑ. Вӑл чӗрене минутра 55 хутчен тапма май парать.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫул та 6 уйӑхлӑха янӑ. Вӑл ашшӗне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, вӗлернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын килӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӑна эрех ӗҫнӗшӗн ӳпкелени килӗшмен.
71 ҫулти арҫын ветерана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вастӑскер ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ судра айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, ашшӗне чикансем вӗлерсе хӑварнӑ. Патшалӑх айӑплавҫи вара айӑпне ӗнентернӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ятарлӑ удостоверени пама тытӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫав документ епле пулассине республикӑн Министрсен Кабинечӗ официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.
Удостоверени тӗкӗсм хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ. Унӑн тулаш енче, сылтӑмри ҫӳлти кӗтесре, икӗ йӗркепе «Дети войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) тата «1927–1945» тесе ҫырса хурӗҫ.
Удостоверение 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене парӗҫ. Ӑна илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсенче заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине ҫирӗплетекен хутсем тата паспорт кирлӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пӗр хут пама йышӑннӑ тӳлевпе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен татӑлма хушнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан вӑрҫӑ ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне республика хысни шучӗпе те укҫа тӳлеме палӑртнӑччӗ. ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова каланӑ тӑрӑх, вӑл укҫа ҫывӑх кунсенче мӗнпур адресат патне ҫитӗ.
Республика хыснинчен кашни ветерана 25-шер пин тенкӗ укҫа парӗҫ. Хӑш-пӗр ватӑ ӑна халех илнӗ, теприсене те Ҫӗнтерӳ кунӗччен парса пӗтерӗҫ.
Аса илтерер, Аслӑ Ҫӗнтерӗве 75 ҫул ҫитнӗ тӗле вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци хыснинчен 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ, Чӑваш Ен бюджетӗнчен — 25-шер пин тенкӗ. Вӑрҫа хутшӑннӑ ватӑсем ҫапла вара 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацине Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӑл хӑйӗн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса пама ыйтнӑ.
Ватӑ хӗрарӑм ку ӗҫе хӑй тӗллӗн пурнӑҫлаймасть. Хайхискер администрацие кайса ку тӗлӗшпе кам пулӑшма пултарассипе кӑсӑкланнӑ. Ӑна хӑй ӗҫленӗ предприяти юсав ӗҫӗсем туса пама шантарнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти пӗр хапрӑкра 36 ҫул вӑй хунӑ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн орденсемпе медальсене тивӗҫнӗ.
Юсав ӗҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пурнӑҫлӗҫ. Ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗшӗн ку Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе пысӑк парне пулӗ.
Етӗрне районӗнчи Автанҫырми ялӗнче пурӑнакан Илларион Илларионов ҫак кунсенче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл халӗ те тӑмра, купӑс калать.
Илларион Илларионович – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑрҫӑра вӑл пулеметчик пулнӑ, Ржев хули ҫывӑхӗнче ҫапӑҫнӑ. Пӗррехинче нимӗҫсем тӳперен тапӑнсан вӗсен полкӗнчи темиҫе салтак ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Илларион Илларионов та вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑнӑ, ӑна контузи пулнӑ. Юрать-ха, вӑл киле черех таврӑннӑ.
Илларион Илларионовичӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Вӑл ҫуралсан ҫемйине кулак тесе Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Май тупӑнсанах вӗсем Автанҫырмине куҫса килнӗ. Кайран Илларион Илларионович колхозра счетоводра тӑрӑшнӑ. 3 уйӑхран документри йӑнӑшсемшӗн ӑна ҫемйипе пӗрле Киров облаҫне вӑрман касма янӑ.
Ветеран мӑшӑрӗпе 5 ачана воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ.
Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсене кашнине 100-шер пин тенкӗ парӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалласа Раҫҫей Президенчӗ вӗсене 75-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑччӗ-ха. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та ӗнер хушу кӑларнӑ. Асӑннӑ документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ветерансене республика хыснинчен 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Ҫапла вара вӗсене пӗр хутчен 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм категорири гражданӗсене пӗр хутчен тӳлев парасси ҫинчен калакан хушу Чӑваш Енре пурӑнакансене пырса тивет. Ҫав йышра — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин инваличӗсем тата вӑрҫа хутшӑннисем, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннисем» палла тивӗҫнисем, концлагерьсенче нушаланнӑ ҫул ҫитмен ҫамрӑксем тата ытти хӑш-пӗр категорири ҫынсем. Тӳлеве ҫу уйӑхӗнче куҫарса парӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан Семен Шорников 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ.
Вӑрҫӑра радист пулнӑ Семен Шорников пушӑн 3-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та килнӗ, вӗсем РФ президенчӗ Владимир Путинӑн саламлӑ открыткине панӑ.
Семен Шорников 1940 ҫулта ҫара кайнӑ, Турци чиккинче службӑра тӑнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл колхозра боригадирта ӗҫленӗ, заготконтора директорӗ пулнӑ, унта столовӑй заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫулсем иртсе пынӑ май, шел те, ветерансем сахалланса пыраҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри вара ватлӑха, сывлӑх хавшанине пула Ҫӗнтерӳ кунӗнче парад тухса кураймасть, уявпа киленеймест.
Самар хулинче кун пек ветеренсене уявпа саламламалли мел тупнӑ. Унти ҫар ҫыннисем 92 ҫулти Зиновий Хайкина балкон айӗнче оркестрпа саламланӑ.
Ҫакна кура Чӑваш Енри ветерансене те, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗнче килтен тухайманнисене, савӑнтарӗҫ: вӗсен чӳречи айӗнче ятарласа вӗсем валли Ҫӗнтерӳ парачӗ йӗркелӗҫ. Ҫакна ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тума хушнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 75 ҫӳл ҫитет. Ҫавна май вӑрҫӑ ветеранӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне республика хыснинчен те укҫа уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Правительствинче паян ирпе ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӑрҫа хутшӑннисене 25-шер пин тенкӗ хушма укҫа уйӑрассине ырланӑ. Ун валли хыснара укҫа тупма май пур иккен. Ҫапла вара Чӑваш Енри вӑрҫӑ ветеранӗсем 100-шер пин тенкӗ илӗҫ.
Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗхӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизаровӑна тивӗҫлӗ саккун проектне вӑраха хӑвармасӑр хатӗрлеме хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |