Красноармейски тӑрӑхӗнчи прокуратура ачасене йытӑ ҫыртнӑшӑн администрацине явап тыттарасшӑн.
Хуҫасӑр йытӑсем ачасене Красноармейскинчи Ленин тата Слукин урамӗсенчи ҫуртсем тӗлӗнче тапӑннӑ. Вӗсем икӗ ачана шар кӑтартнӑ. Вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ачасен правине хӳтӗлесе вырӑнти надзор органӗ суда тухнӑ. Тавӑҫра Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен 20 пин тенкӗ укҫа шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Ку вӑл — ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма.
Красноармейскинче ҫапкаланчӑк йытӑсем ачана тапӑннӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Ленин урамӗнче пулнӑ, тепри — Слукин урамӗнче. Ачасене кун хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Кам айӑплӑ? Килсӗр чӗрчунсемшӗн вырӑнти администраци яваплӑ. Ҫавӑнпа прокуратура округ администрацийӗнчен кашни ача валли 20-шер пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӑна пӑхса тухаҫҫӗ.
Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонти ҫӗнӗ шкула ачасем вӗренме кайнӑ. Ку – пӗрремӗш кун!
Ҫынсем ачасем шкула утнине видео ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Хальлӗхе унта миҫемӗш классем вӗреннине каламан. Аса илтерер: микрорайонти 1650 вырӑнлӑх шкул 64-мӗш шкулӑн корпусӗ пулса тӑнӑ. Хальлӗхе шкула уҫни пирки официаллӑ информаци пулман.
Палӑртмалла: ку шкула 2020 ҫулта тума пуҫланӑ. Унтанпа темиҫе подрядчик те улшӑннӑ.
Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли хитре ят суйлама тӑрӑшать. Нумах пулмасть Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Мирабелла ята регистрациленӗ.
Хӗрача пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ята Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Ача ҫурални» суперсервис пулӑшнипе регистрациленӗ. Мирабелла ят латин чӗлхинчен куҫарсан «илемлӗ тӗкӗр» е «илем тӗкӗрӗ» тенине пӗлтерет.
Шупашкарти экспресс-кинемейсем ҫын ачисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем — Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем.
Татьяна Саверкина, акӑ, икӗ ҫул ӗнтӗ пӗр ҫемьене пулӑшать. Ачасен ашшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, амӑшӗ ӗҫе ҫӳрет. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачисене вӑл шкултан пур чухне те кӗтсе илеймест.
«Ҫак икӗ ҫул хушшинче Татьяна Прокофьевна ҫемьешӗн ҫывӑх ҫын пекех пулса тӑчӗ. Ачасене вӑл шкултан кӗтсе илет», — каласа кӑтартнӑ маларах асӑннӑ центрӑн заведующийӗ Марина Васильева.
Ирина Александрова тата Любовь Гуслева та экспресс-кнемейсен ретне тахҫанах тӑнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн центрта экспресс-кнемейсем валли «Чунпа ҫамрӑк пулсан ҫул кайни ним те мар» уяв иртнӗ.
Паян пирӗн республикӑра ҫул ҫинич инкекре виҫӗ ҫулти ача аманнӑ. Инкек Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнӑ Карачура ялӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑрӑннӑ чухне «Cherry» водителӗ «Лада Гранта» машинӑна ҫул паман.
Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ автомбильте, хыҫалти ларкӑч ҫинче 3 ҫулти хӗрача пулнӑ. Вӑл сӑмсине амантнӑ. Ача, сӑмах май каласан, ятарлӑ ларкӑч ҫинче пулман.
Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн 12-ри хӗрне мӑшкӑлласа пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын савутра стропальщикре ӗҫлет. Ун тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 12-ри хӗрне 2022 ҫулхи ҫулларанпа 2023 ҫулхи раштавччен мӑшкӑлласа пурӑннӑ. Вӗсен ҫемйи учетра тӑмасть, арӑмӗ пур. Ҫак арҫын унччен судпа ҫыхланманни паллӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Артем Осипов 7 ҫулта кӑна-ха. Анчах ҫитӗнӗвӗсем унӑн хӑйӗнчен те пысӑк. Артем купӑс каласа юрлама питӗ ӑста.
Нумаях пулмась Артема Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех!» кӑларӑма ӳкерӗнме чӗннӗ. Кун пирки унӑн амӑшӗ Лена Осипова «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче хыпарланӑ.
Пӗрремӗш канал редакторӗ амӑшӗ патне мессенджерта ҫыру янӑ, ӳкерӳ пуш уйӑхӗнче, 9-14-мӗшӗсенче, пулассине пӗлтернӗ. Ӳкерӳ икӗ кун пулмалла. Хӑш кун пымаллине редактор каярахпа пӗлтерме шантарнӑ.
Чӑвашстат 2023 ҫулхи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра ача ҫураласси 424 ҫын чухлӗ (е 4,3%) сахалланнӑ.
Мӗнпур ҫӳралнӑ ачаран 3271-шӗ (пӗтӗмпе ҫуралнинчен 34,4 проценчӗ) ҫембере пӗрремӗш пулнӑ, 3083-шӗ (32,5%) – иккӗмӗш, 2194-шӗ (23,1%) – виҫҫӗмӗш, 941-шӗ (9,9%) – тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи.
2023 ҫулта ҫулталӑка ҫитчченхи 19 ача вилнӗ.
Шупашкарта 3-мӗш класс ачи палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин номерне панӑ. Кун хыҫҫӑн 34 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 5 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
9 ҫулти ача компьютер вӑййисене юратнӑ. Пӗрре мессенджерте ун патне скинсем туянма сӗнӳ килнӗ. Ача ҫав ҫынпа ҫырӑннӑ, малтан амӑшӗн банк карттин номерне панӑ, кайран – телефон ҫине килнӗ кода. Ҫапла счет ҫинчен 4800 тенкӗ ҫухалнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |