Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ачасем

Культура Геннадий Максимов кӗнеке парнелет
Геннадий Максимов кӗнеке парнелет

«Хыпар» Издательство ҫурчӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлмелли кун умӗн шӑпарлансене парнепе савӑнтарнӑ. Делегаци Кӳкеҫри тӳрленмелли интернат шкула ҫитнӗ.

Пушӑ алӑпа мар. Уяв умӗн организаци ертӳлӗхӗ ҫак шкулти ачасене кӗнекесемпе журналсем парнелеме шухӑшланӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, республикӑри шкулсенче вӗренӳ вӗҫленнӗ кун, «Хыпар» делегацийӗ ҫула тухнӑ.

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов тата социаллӑ пурнӑҫпа вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Иванова ачасем умӗнче тухса калаҫнӑ, кӗнеке ҫын пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнни пирки каласа кӑтартнӑ.

Интернат шкул директорӗ Сергей Савкин тата педагогсем кӗтмен парнешӗн савӑнса хӑнасене тав тунӑ. Ҫак кун Кӳкеҫри интернат шкул вулавӑшӗ 300 кӗнекепе пуянланнӑ.

Сӑнсем (33)

 

Республикӑра

Ачан ҫемьере пурӑнмалла та… Анчах пурнӑҫра яланах кун пек пулса тухмасть ҫав. Хӑш-пӗр ачан путсӗр ашшӗ-амӑшне пула ача ҫуртӗнче пурӑнма тивет. Хӑшӗ-пӗрин шӑпи ҫапла.

Улатӑрти ача ҫуртӗнче кун кунлакансем ашшӗ-амӑшне кӗтеҫҫӗ. Кунта 49 ача пурӑнать. Унта пурӑнмалли пур услови те пур-ха: ҫапах килти мар. Ачана ашшӗ-амӑшӗн ӑшши кирлех.

Улатӑрти ача ҫурчӗн воспитанникӗсемпе квалификациллӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Шӑпӑрлансем кунта хӑйсене хӑтлӑ туяҫҫӗ, «Эпир никама та кирлӗ мар», — тесе шухӑшламаҫҫӗ. Ҫавӑнпах кунта дефтологи тата сенсор пӳлӗмӗ пур. Ытти пӳлӗмсене те ҫӳреме пултараҫҫӗ шӑпӑрлансем.

Шел те, Улатӑрти ача ҫуртӗнче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — хусканупа тӗрев енчен начартарах, ҫавӑнпа вӗсемпе ятарлӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта «Ачана хускану савӑнӑҫӗ парнеле» ятарлӑ программа ӗҫлет.

Паллӑ ӗнтӗ: ача ҫурчӗ темӗнле хӑтлӑ пулсан та шӑпӑрлан ҫемьерех пуранасшӑн. Ҫавӑнпа кунти ӗҫченсем вӗсене кил-йыш тупма пулӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен — тӗп тӗллевӗ. 2013 ҫулта 40 шӑпӑрлан ҫемье ашшине тупнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кунта 11 ача лекнӗ. Вӗсем халӗ пурте те хӳтлӗх тупнӑ: пӗрисене опекӑна илнӗ, теприсем ҫемйисене каялла таврӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗсене усрава илнӗ.

Малалла...

 

Хулара

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗ умӗнчи лапамра кӳмесен «Пирӗн тӗлӗнтермӗш» конкурсӗ иртнӗ.

Конкурса чылай ҫын хутшӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗн кӳмисене мӗнле кӑна илемлетмен! Кӑмака, чечек… евӗр. Мероприятире пысӑк тата пӗчӗк кӳмесем, велосипедсем те пулнӑ.

Чи илемлӗ кӳмесен хуҫисене парнесемпе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (39)

 

Пӑтӑрмахсем Тарса ҫӳресен конвойпах ӑсатаҫҫӗ
Тарса ҫӳресен конвойпах ӑсатаҫҫӗ

Шупашкар районӗнче пурӑнакан Портнова хушаматлӑ хӗрарӑмӑн хӑйӗн ҫул ҫитмен ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, хӗрарӑма тӑван тӗпренчӗкӗ кирлӗ пулман.

Алимент тӳлессинчен пӑрӑнакан хӗрарӑма суд 6 уйӑхлӑха колони-поселение ӑсатмалла тунӑ. Айӑплав ирттермелли вырӑна хӑй тӗллӗн каймалли, унччен Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен службин республикӑри управленине каймаллине ӑнлантарса ӑсатнӑ.

Хӗрарӑм юрать тесе судран тухнӑ та… айӑплавран пӑрӑнма шут тытнӑ — асӑннӑ управление кайман. Кӗҫех хӗрарӑма шырама тытӑннӑ. Ҫак эрнере ӑна тупнӑ.

Айӑплавран пӑрӑнса ҫӳрекен хӗрарӑма колони-поселение халӗ конвойпах ӑсатнӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокуратури.

 

Хулара

Шупашкарта ачасене чӗрчунсемпе тата вӗсен сӑнарӗсемпе сиплеме тытӑннӑ. Ку психотерапевт пулӑшӑвӗ пама пулӑшать-мӗн.

Ку уйрӑмах сусӑр ҫуралнисемшӗн тата шкула ҫӳремен ачасемшӗн усӑллӑ иккен. Шупашкар хула админитсрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, чӗрчунсемпе хутшӑнни, калаҫни ҫынна паха витӗм кӳрет. Вӗсем кӑмӑла лайӑхлатаҫҫӗ.

Иппотерапи ав ачан мышцисене массаж тӑвать. Лаша ӑшши вара физиотерапи тӗлӗшӗнчен пулӑшать. Кунсӑр пуҫне юн ҫаврӑнӑшӗ, япаласен ылмашӑнӑвӗ, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлӗ лайӑхланать-мӗн.

Пӗтӗмпех ҫаксене Шупашкарти 201-мӗш ача пахчи шута илнӗ. Унти шӑпӑрлансем ачасемпе ҫамрӑксен лаша спорчӗ енӗпе спорт шкулне ҫӳреҫҫӗ. Чӗрчунсемпе хутшӑнса вӗсем хӑранине ирттерме хӑнӑхаҫҫӗ, тавракурӑмне анлӑлатаҫҫӗ, чӗлхине пуянлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71059
 

Хулара

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫуллӑх» паркра теттесен ярмӑркки иртӗ. Мероприятие 15:00–18:00 сехетсенче хутшӑнма май пур. Тӳлевсӗрех.

Мӗн-ха вӑл теттесен ярмӑркки? Вӑл — ачасен суту-илӗвӗ. Унта килте кирлӗ мар теттесене сутӗҫ. Кашни ача хӑйӗн валли туянма пултарӗ.

Чи интересли — ачасем хаксене хӑйсемех палӑртаҫҫӗ. Хӑйсемех сутаҫҫӗ, шутлаҫҫӗ, суйлаҫҫӗ, туянаҫҫӗ.

Ашшӗ-амӑшӗсем валли асӑрхаттару: ярмӑрккӑра теттесем, сӗтелҫи вӑййисем, лайӑх кӗнекесем ҫеҫ сутма юрать. Ҫӗмӗрӗлнӗ, пахалӑхсӑр япаласене, 20 сантиметртан ҫӳллӗрех ҫемҫе теттесене, пысӑк теттесене, дисксене, апат-ҫимӗҫе, тумтире, 100 тенкӗрен ытларах тӑракан теттесене сутма юрамасть.

Ашшӗ-амӑшӗн унта пыриччен ачисене япӑх теттесене мӗншӗн сутма юраманнине ӑнлантармалла. Хаксен пысӑк пулмалла мар: 5, 10, 50 тенкӗ ҫеҫ.

Тата: аслисен пӗчӗккисене тетте сутма, туянма, суйлама чӑрмантармалла мар. Ачасем хӑйсемех шухӑшлаччӑр.

 

Культура

Республика кунне уявлас умӗн Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн чӑваш юррисене итлеме, чӑваш ташшисене курма май пулӗ: ачасен «Ача-пӑча Акатуйӗ» хула фестивальне ирттерӗҫ.

Акатуя чӑвашсем ҫурхи ӗҫсем вӗҫленсен уявлаҫҫӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗрке ирттереҫҫӗ. «Ача-пӑча Акатуйне» те ҫаксене тӗпе хурса ирттерӗҫ.

Кӑҫал фестиваль анлӑрах пулӗ. Ӑна «Шупашкар: 500 ҫул» культурӑпа кану паркӗнче йӗркелӗҫ. Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртӗ, ирхи 10 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — чӑваш юррисемпе ташшисен конкурсӗсем (фольклор, халӑх тата эстрада енӗпе), «Шупашкарти Мускав районӗн паттӑрӗ» (арҫын ачасем хушшинче иртӗ), вӑйӑсем, викторинӑсем, фестивале хутшӑнакансен вӑйӑ карти. Аттракционсем те ӗҫлӗҫ, билет хакӗсене 50% чакарӗҫ.

 

Персона Саша Сапожникован кӗнеки
Саша Сапожникован кӗнеки

Чӑваш кӗнеке издетельствинче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн ҫамрӑк автор кӗнеке кӑларнӑ. Вӑл — Шупашкарта пурӑнакан Александра Сапожникова. Саша 7 ҫулта, кӑҫал Шупашкарти 43-мӗш шкулта пӗрремӗш класс пӗтернӗ.

Александра кӑларнӑ кӗнеке «Канихветпа Печени приключенийӗсем» ятлӑ. Саша шкулта тӗрлӗ кружока ҫӳрет, хӑйне тӗрлӗ енлӗн аталантарать. Вӗрентекенсем унӑн пултарулӑхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ.

Пӗррехинче Саша Канихветпа Печени ҫинчен юмах шухӑшласа кӑларнӑ. Кружок ертӳҫисем хӗрача ашшӗ-амӑшне кӗнеке кӑларма сӗннӗ.

«Канихветпа Печени приключенийӗсем» юмаха пӗрремӗш асламӑшӗпе аслашшӗ вуланӑ. Паллах, кӗнеке вӗсене килӗшнӗ. Кӗнекери ӳкерчӗксем те ватӑсен кӑмӑлна кайнӑ. Вӗсене Бритвина ӳкернӗ.

Шкула ҫӳремен тата шкулта вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӗнеке 1000 экземплярпа тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/70911
 

Чӑвашлӑх Вӑйӑ саманчӗ
Вӑйӑ саманчӗ

Кирек хӑш саманара воспитанин тӗп тӗллевӗ халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫирӗплетес тата аталантарас тӗллев пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ял тӑрӑхӗнче. Ҫак ӗҫе, паллах, пӗчӗккисенчен пуҫламалла.

Ҫакӑн пек шухӑшланӑ май асӑннӑ ялти Культурӑна аталантаракан тата вулавӑш пулӑшӑвӗ кӳрекен центрта ачасем валли «Чӑваш халӑх вӑййисем» программа йӗркеленӗ.

Вӑйӑра тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫ тата йӑла йӗрки сӑнланнӑ. Вӑйӑн ятне каласа, унӑн тӗллевӗпе паллаштарса ачасене «Асанне», «Кӑш-кӑш, кӑшман вӑрри», «Эп маттур», «Ҫарӑк кӑлармалла» вӑйӑсем выляттарнӑ. Рольсене валеҫнӗ чух та чӑваш сӑмахлӑхӗнчи элементсемпе усӑ курнӑ.

 

Афиша

Чӑваш наци телевиденийӗн «Яш чух, ҫамрӑк чух!» программи Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа чӑваш ҫамрӑкӗсен флешмобӗ ирттерет. Мероприятие ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йӗркелеме шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӗсем Чӑваш наци вулавӑшӗ умӗнче 13 сехетре пуҫласшӑн. Ташӑ флешмобне пурне те йыхравлани пирки Чӑваш Республикн Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Ыйтса пӗлмелли телефон номерне те кӑтартнӑ: 64-10-55.

 

Страницӑсем: 1 ... 287, 288, 289, 290, 291, 292, 293, 294, 295, 296, [297], 298, 299, 300, 301, 302, 303, 304, 305, 306, 307, ... 309
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 23

1853
171
Бичурин Никита Яковлевич, монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ вилнӗ.
1967
57
Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть