Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: аукционсем

Республикӑра

ЧР Цифра министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Мӗн тӗллевпе?

Аукцион ҫӗнтерӳҫин Ҫӗнтерӳ кунӗ, Республика кунӗ, Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене аса илмелли кун тата ытти пысӑк уяв пирки информаци материалӗсем вырнаҫтармалла.

Аукционри малтанхи хак - 429,3 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе 700 символран кая мар 28 хыпар вырнаҫтармалла. Эппин, пӗр хыпаршӑн 15,3 пин тенкӗ тухать.

Аукцион ҫӗнтерӳҫин сайта кӗрсе пӑхакансен йышӗ уйӑхра 700 пинрен кая мар пулмалла.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗ спутник урлӑ эфира тухас тесе аукцион ирттерет. Палӑртмалла: 2017 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнченпе наци телевиденине "Триколор" абоненчӗсем курма пуҫланӑ, ҫав ҫулах ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе — "Телекарта" абоненчӗсем.

Аукционра палӑртнӑ малтанхи хак - 24 миллион та 924 пин тенкӗ. Ӑна республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрса парӗҫ. Аукциона раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

 

Хулара
"На связи" форумран илнӗ сӑн
"На связи" форумран илнӗ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи парка ҫӗнетме 65 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ пулӗ.

Парка 2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Ӗҫе 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнчех тытӑнмалла.

Хулан кивӗ пайӗнче вырнаҫнӑ ҫак парк хальхи вӑхӑтра питӗ кивӗ. Унта кивӗ саксемпе ҫӳп-ҫап витрисем кӑна пур.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Чӑваш Ене кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ 3 стелӑна улӑштарӗҫ. Ку тӗллевпе ятарласа аукцион ирттернӗ. Стелӑсене лартма 8,6 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр.

Вӗсенчен иккӗшне Чӗмпӗр облаҫӗнче лартӗҫ - М-7 тата А-151 федераци ҫулӗсем ҫине. Тепри Тутарстан чиккинче пулӗ.

Аукциона пӗр организаци кӑна хутшӑннӑ. Унпа хальлӗхе килӗшӳ алӑ пусман.

Сӑмах май, стелӑсене улӑштарма ЧР Элтеперӗ хушнӑ, ҫакна вӗсем кивелнипе, сансӑрланнипе сӑлтавланӑ. Кун пирки вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче каланӑ.

 

Политика

ЧР Элтеперӗн автобази иномаркӑсемпе пуянланнӑ. Ӗнер каҫхине Энгельс урамӗнче вырнаҫнӑ базӑна сахалтан та икӗ Kia K5 машина илсе килнӗ.

Унччен машинӑсем туянмашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Элтепер автобази валли Kia K5 машина – 8, Kia Rio – 4 машина кирли пирки пӗлтернӗ. Аукционра малтанхи хак 34 миллион та 400 пин тенкӗ пулнӑ.

Аукционра Шупашкарти «Альянс-Моторс» тата Мускави «Автомир-Тендер» ҫӗнтернӗ.

 

Сывлӑх
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн
cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсенче пациентсене мӗнле пулӑшу панине никама пӑхӑнман хавклав тумашкӑн хатӗрленет. Ҫавна май аукцион пулассине пӗлтернӗ.

Малтанхи хака палӑртнӑ: 600 пин тенкӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерӗҫ, унта ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 50 кунра тумалла.

Подрядчик пульницӑсен сайчӗсене тӗрӗслӗ, вырӑна ҫитсе сӑнсем ӳкерӗ: парковкӑсем, кӗтсе тӑмалли холлсем, информстендсем, гардеробусем, туалетсем пуррине пӑхӗҫ. Кашни пульницӑра ыйтӑма 150 ҫынран кая мар хутшӑнтарӗҫ. Анчах услови пур: медорганизацисене анкетировани ирттересси пирки пӗр эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле.

 

Ҫул-йӗр

«Комсомольски - Елчӗк - Пӑва» ҫулӑн 9,5 ҫухрӑмне юсаса ҫӗнетнӗ.

Ҫулӑн ҫак вырӑнне ҫӗнӗ асфальт сарнӑ, ҫул хӗррине вӗтӗ чул сапнӑ, чарӑнусем лартнӑ, пӑрӑхсене юсанӑ. Ҫӗнӗ асфальта термопластикпа паллӑ туса тухмалли ҫеҫ юлнӑ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗм ӗҫе авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.

Ҫула «Воддорстрой» 269 миллион тенкӗпе юсанӑ.

Палӑртмалла: ку ҫула 2 ҫул каяллах юсама палӑртнӑ, аукцион ирттерме йышӑннӑ. Анчах ӑна пӑрахӑҫласа ҫӗнӗ аукцион ирттернӗ.

 

Политика
cool-shina.ru сайтри сӑн
cool-shina.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗн автобази 10 иномарка туянасшӑн. Ку тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.

Ҫавна май тӳрех 4 аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ултӑ машина – «Киа К5», тӑватӑ машина «Киа Рио» пулмалла. Пурин те комплектацийӗ – комфорт.

Ултӑ «Киа К5» туянма 19,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Тӑватӑ «Киа Рио» машина валли 7,2 миллион тенкӗ сӗнӗҫ.

Аукционсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ тусан машинӑсемпе 7 кунра тивӗҫтермелле.

 

Республикӑра

Патӑрьел район администрацийӗ сӑранран ҫӗленӗ 27 кресло туянасшӑн. Ку тӗллевпе 567 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗри 21 пин тенке кайса ларӗ.

Кресло туянас тесе аукцион ирттерӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Пур креслӑн та пӗр пек пулмалла. Сӑран тӗсӗ ҫеҫ уйрӑлса тӑма пултарать. 2-шӗ – хура, 25-шӗ ҫутӑ сӑрӑ тӗслӗ кирлӗ.

Каркасӗ йывӑҫран пулмалла. Кресло ятарласа ертӳҫӗ валли туни кирлӗ.

 

Хулара
cheb.ru сайтри сӑн
cheb.ru сайтри сӑн

Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи нумай хваттерлӗ 9-мӗш тата 11-мӗш ҫуртсене ишсе антарасшӑн. Ҫавна май Шупашкар хула администрацийӗ аукцион ирттерӗ. Малтанхи хак - 1,5 миллион тенкӗ.

Икӗ ҫурчӗ те 1957 ҫулта тунисем. 9-мӗш ҫурт ишӗлсе аннӑпа пӗрех.

Энергетиксен урамӗнчи 9-мӗш,11-мӗш тата 16-мӗш ҫуртсене "Грандстрой" тулли мар яваплӑ обществӑн ишсе антармалла пулнӑ. Вӑл ҫак вырӑнта ҫӗнӗ микрорайон тума пуҫланӑ. Анчах ӗҫ малалла кайман. Унпа килӗшӗве пӑрахӑҫланӑ.

Сӑмах май, юлашки 10 ҫулта Шупашкарта нумай хваттерлӗ 257 ҫурт ишсе антарнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 18
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи