Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче иртнӗ эрнере Алексей Талвире халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ тата «Кивелми кӗнекесен авторӗ» курав уҫӑлнӑ.
Алексей Филиппович 1909 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пӑва уесӗнчи Аслӑ Патӑрьел вулӑсӗнчи Аслӑ Патӑрьелте (халӗ Патӑрьел муниципаллӑ округне кӗрет) ҫуралнӑ. Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл взвод командирӗ, рота политрукӗ, «Комсомольская правда» хаҫат корреспонденчӗ пулнӑ. Кайран СССР халӑхӗсен тӗп издательствин чӑваш секцйӗнче, ВЛКСМ Теп комитетӗнче пропагандӑпа агитаци пайӗнче пичет инструкторӗнче, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн корреспондентӗнче, Чӑваш АССР Писательсен союзӗн правленийӗн писателӗнче ӗҫленӗ.
Алексей Талвир пултарулӑхӗнче Чӑваш Енри индустриализаци тӗп вырӑн йышӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» повеҫӗ халӑхра уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ, ӑна темиҫе чӗлхепе куҫарса пичетленӗ.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Строительство министерстви хӑйӗн экспозицийӗпе паллаштарма тытӑннӑ. Ӑна ведомство министрӗ Михаил Коледа тата республика вице-премьерӗ Павел Данилов уҫнӑ.
Ҫавӑн пекех экспозицие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма «Уяв» ансамбль килнӗ, вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Министерство хӑнасем валли пуян программа хатӗрленӗ: «Таса шыв. Микробсене сӑнне кура пӗл», «Шыв тасатнин лабораторийӗ», «Ӑшӑ пункчӗ» ӑсталӑх класӗсем. Ҫавӑн пекех строительсем ҫуртсенче таса шыв ӑҫтан тупӑнни пирки каласа кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 100 ытла мӑшӑр Мускавра иртекен «Раҫҫей» куравра ҫемье ҫавӑрма пултарӗҫ. Мӑшӑрланакансем наци тумӗпе пулӗҫ. Христос тӗнне ӗненекенсен ҫав кун уяв — Антипасха.
Ҫав кун ҫуркунне ҫитсе пӗтнине пӗлтерет. Ҫав кун мӑшӑрланакансем уйрӑлмаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ.
Аса илтерер: раштавӑн 1-мӗшӗнче ВДНХри курав вӑхӑтенче чӑвашла йӑла-йӗркепе Анастасия Мочалова тата Максим Горский ҫемье ҫавӑрнӑччӗ.
Ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ Мария Александрова Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенстинчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. Вӑл 15 ҫул тултарман спортсменсен хушшинче 36 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Мария - Комсомольски тӑрӑхӗнчен. Вӑл Владимир Григорьев тата Максим Степанов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» драмӑна Раҫҫейри наци театрӗсен фестивалӗн программине кӗртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче Элистари Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртӗ. Унта Раҫҫейри 6 наци театрӗ хутшӑнӗ.
«Шинель» пластика драмипе чӑваш театрӗ тӗрлӗ фестивале унччен те хутшӑннӑ. Вӑл ӗҫе Мускаври, Иркутскри тата Севастопольти куракансен хаклама ӗлкӗрнӗ.
Мускавра ирттерекен чӑваш Акатуйне кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, «Сокольники» паркра йӗркелӗҫ. Уяв утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Мускаври Акатуя хутшӑнас ӗмӗтлӗ аграририсенчен заявкӑсем йышӑнать. Вӗсем унта хӑйсен продукцине сутайӗҫ.
Акатуя чӑвашсем мӗн ӗлӗк-авалтан хирти ӗҫ-пуҫа пуҫтарса пӗтерсен уявланӑ. Халӗ те ӑна хресчен манӑҫа кӑлармасть.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форума Питӗрти «Парне» чӑваш фольклор ансамблӗ ҫитсе курнӑ. Вӗсем Чӑваш Ен экспозицийӗпе паллашнӑ.
«Парне» малтан Леонид Якубович Пӗрремӗш каналпа ертсе пыракан «Асамлӑх уйӗ» каларӑма хутшӑннӑ.
Ансамбль 2005 ҫулта Питӗрти чӑвашсен культура обществи ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Унта аслӑ ӳсӗмрисем те, ҫамрӑксем те юрлама-ташлама ҫӳреҫҫӗ. Ансамбль юрӑ-ташӑ урлӑ чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштарать.
Хӗрарӑмсем хитреленме-капӑрланма юратнине пӗлетпӗр-ха. Анчах арҫынсен те кремпа усӑ курма манмалла мар. Вӗсен ӳчӗ те ватӑлать.
Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин тата Мускав хулин Сывлӑх сыхлав департаменчӗн штатра тӑман тӗп дерматовенерологӗ тата косметологӗ Николай Потекаев 30 ҫул урлӑ каҫнӑ арҫынсене ватӑласран пулӑшакан ятарлӑ витаминсем кремпа усӑ курма тытӑнма сӗннӗ.
Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» карав-форумра ЧР Промышленноҫ тата энергетика министерствин экспозицийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.3D-ӳкерӳ, фотобудка, Сергей робот, радиоуправлениллӗ трактор... Курава килекенсене чылай кӑсӑклӑ япала кӗтет.
Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хӗрарӑмсен аллейин хӑтлавӗ те пулӗ. Хӑнасем вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ сакӑр хӗрарӑм шӑпипе паллашӗҫ.
Сергей робот хӑнасене алӑ тытса кӗтсе илет, вӑл темиҫе сӑмах калама та пултарать.
Патӑрьел округӗнче Ҫемье ҫулталӑкне тата Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑка хутшӑннӑ.
Мероприятире Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье ҫулӑмне йышӑннӑ. Ӑна Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ҫутнӑ. Чӑваш Ене ӑна Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫри Верликовсем илсе килнӗ. Ҫулӑма Патӑрьел тӑрӑхӗнчи кашни ял тӑрӑхӗнчи ҫемьесене панӑ.
Уявра ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗр тума е илме социаллӑ тӳлевсем панӑ. Экологи ҫулталӑкне уҫнӑ май вара округра пурнӑҫлама палӑртнӑ проектсене сӳтсе явнӑ. Шыв-шура, вӑрман таврашне, общество вырӑнӗсене тасатма пулӑшнӑ нимеҫӗсене Патӑрьел муниципаллӑ округӗн тав хучӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |