Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мускав

Ҫынсене сутма палӑртнӑ хими концентрачӗсене йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Вӗсенчен этеме анратакан наркӑмӑш хатӗрлеме пултарнӑ. Ҫак ӗҫ-пуҫа палӑртас тесе наркополицейскисен республикӑн тӗп хулинче анчах мар, Мускавра, Ӗпхӳре, Йошкар-Олара тӗпчев ӗҫӗсем ирттерме тивнӗ.

Ӗпхӳре пурӑнакан арҫын, маршрутлӑ такси водителӗнче ӗҫленӗскер, унчченех ҫӑмӑл меслетпе пуймалли ҫул-йӗр шыранӑ. Шупашкарта наркотик ҫаврӑнӑшӗ япӑх аталаннине те пӗлнӗ вӑл. Тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ хӑварнӑ. Наркӑмӑшпа усӑ курас текенсем тӳрех тупӑннӑ. Хӑйӗн суту-илӗвне анлӑлатас тесе вӑл Мари республикине ҫул тытнӑ. Шӑпах ҫавӑнта тытса чарнӑ та ӑна.

 

Ыран, чӳкӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти «Mega-Galaxy» кану центрӗнче ҫулсерен иртекен «Раҫҫей чӑваш пики» ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Чӑваш наци конгресӗпе ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗ Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалласа тата Яков Ухсай ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ.

Илемпе тавҫӑрулӑх ӑмӑртӑвне кашни тӑрӑхран икшер хӗр хутшӑнӗ — Чӑваш Республикинчен, Тутарстанран, Пушкӑртран, ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Перӗм облаҫӗсенчен, Мускавран. Пурӗ 10 хӗр: Алиса Королева (Чуваш Ен), Виктория Локтева (Чуваш Ен), Аида Чентаева (Тутарстан), Милана Ильдюганова (Тутарстан), Наталья Антонова (Пушкӑртстан), Наталья Павлова (Пушкӑртстан), Екатерина Кудякова (Мускав), Лариса Максимова (Мускав), Елена Васильева (Чӗмпӗр облаҫӗ), Анастасия Ахмерова (Чӗмпӗр облаҫӗ).

Ӑмӑрту 16 сехетре пуҫланать. Кану-ӑмарту хаваслӑ иртессе пӗрре те иккеленес ҫук.

 

...афиша пайӗ
...афиша пайӗ

Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Мускав дискотекисен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлать!

Сире пурне те вӑл кун «Примерное поведение» клуба йыхравлатпӑр! Пуҫламӑшӗ 18 сехетре! Савӑнӑҫлӑ юрӑ-ташӑ ҫӗрлеччен, 24 сехетччен тӑсӑлӗ! Сӗтел саккаслас тесен 8-(903)-153-22-71 номерпа шӑнкӑравлӑр!

Ан манӑр! Юрӑ-ташӑсӑр пуҫне эсир чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхайратӑр! Меню пулӗ чӑвашла!

 

Клуб адресӗ: Мускав хули, «Выхино» метро станцийӗ, Самарканд бульварӗ, 8 ҫурт, 2 корпус.

 

АКА
06

Сергей Кувшинов акан 9-мӗшӗнче — Мускавра!
 Эльвира чаваш | 06.04.2011 23:08 |

Сергей Кувшинов
Сергей Кувшинов

Акан 9-мӗшӗнче (шӑматкун) Мускавра чӑваш кану каҫӗ иртӗ! Ирчченех ташлӑпӑр! Сирӗнпе пӗрле кану каҫне эсир юратнӑ артист Сергей Кувшинов ирттерӗ! 18 сехетре пуҫланӗ те вырсарникунчченхи 5 сехетччен тӑсӑлӗ! Хакӗ — 250 тенкӗ!

Кану каҫӗ пысӑк пӳлӗмлӗ кафере иртӗ — унти ташламалли вырӑн аслӑ, хакӗсем те ҫырмаҫҫӗ, метроран 20 метрта вырнаҫнӑ. «Петрушка» Шупашкарти «Керосинка» евӗрлӗрех — йывӑҫпа эрешленӗ, алӗҫ ӑстисем тунӑ япаласемпе илемлетнӗ. Сӗтелӗсем те — юманран. Хӑвӑра тӑван яла лекнӗ евӗрех туятӑр кунта!

2 курка сӑра илсен 3-мӗшӗ парне пулӗ! Ҫавӑн пекех заказ тӑвакансене пурне те тутлӑ морс кӗтӗ!

 

Кафене килнисен хушшинче такмаксен ӑмӑртӑвӗ те иртӗ: «петрушка», «чӑваш», «яра пар!» сӑмахсене усӑ курса чӑвашла такмак хатӗрлемелле те — чи маттурине хаклӑ парне лекӗ!

 

Кафе Ӑшӑ стан метро (выр. Теплый стан) патӗнче вырнаҫнӑ: Ҫӗн каврӑҫ (Новоясеневый) проспекчӗ, 1 ҫурт (центртан 1-мӗш вакун), сулахаялла тухмалла, хӗрлӗ сарӑ тӗссемпе сӑрланӑ суту-илӳ центрӗнчи 2-мӗш хучӗ, йывӑҫ алӑк.

 

Хисеплӗ Мускав чӑвашӗсем!

 

Мускаври чӑваш культурин обществи сире акан 3-мӗшӗнче (вырсарникуна лекет) Плеханов ячӗллӗ университетӑн Культура Керменне йыхравлать! Йыхравлать те Виталий Адюков паллӑ юрӑҫӑн, кӗвӗ хываканӑн концертне пырса курма сӗнет!

 

Концерт 16:00 сехетре пуҫланать.

 

Хӑвӑр та килӗр! Юлташ-тусӑрсене, тӑванӑрсене пӗрле илсе килме ан манӑр!

 

Аэропорт сирпӗнӳ хыҫҫӑн
Аэропорт сирпӗнӳ хыҫҫӑн

Паян 16 сехет ҫурӑра Мускаври «Домодедово» аэропортӗнче террорист хӑйне хӑй сирпӗтсе 35 ҫынна вӗлернӗ (45 тенисем те тӗл пулаҫҫӗ), 150 ытла аманнӑ. Сирпӗнӳ хатӗрӗн вӑйӗ 7 кг тротилпа танлашнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ытларах Таджикистан ҫыннисем аманни пирки информаци пур. Ҫавӑн пекех сирпӗнӳ умӗн Лондонран рейс килнӗ пулнӑ.

Пӑтӑрмах пулса иртнӗ вырӑна Мускав мэрӗ Сергей Собянин тата Мускав облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Борис Громов ҫитме шутланӑ. Тӗп прокурор канашлӑва хӑвӑрт пухса ҫул-йӗрти хӑрушсӑрлӑха вӑйлӑлатма ыйтнӑ, аэропортсенче тата чукун ҫул вокзалӗсенче тӗрӗслеве вӑйлӑлатма сӗннӗ.

Хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра аэропорт ҫывӑхӗнчи ҫулсем пӑкӑланса ларни пирки пӗлтеретчӗҫ. «Домодедово» ахаль графикпа ӗҫлет — самолетсене йышӑнать, кӑларса ярать. Вӗҫеве тухакансене аэропорта маларах ҫитме ыйтаҫҫӗ — япаласене ҫирӗпрех тӗрӗсленӗрен вӑхӑт нумайрах кирлӗ пулӗ.

 

Верка Сердючкӑпа Праски кинеми чӑваш дискотекинче
Верка Сердючкӑпа Праски кинеми чӑваш дискотекинче

Мускаври «Чӑваш ташшине» — 8 ҫул!!!

 

Мускавра пурӑнакан чӑвашсене юпан 16-мӗшӗнче чӑваш дискотекин Ҫуралнӑ Кунне йыхравлатпӑр!!!

Пирӗн патра хӑнара Андрей Шадриков, Петр Ермолаев тата Данила Ленский!

Дискотека кунта иртет: м. Перово, Симӗс (Зеленый) пр., 8-мӗш ҫурт, «Сова» клуб.

Пуҫламӑшӗ — 16 сехетре

 

Хакӗ — 300 тенкӗ.

Пӗрремӗш 30 ҫынна — 200 тенкӗ!!

 

2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа «Хавал» чӑваш обществӑлла пӗрлешӳ тӑрӑшнипе Мускавра тӳлевсӗр чӑваш чӗлхи вӗренме май пулӗ. Курссем хулари поликультура центрӗнче иртӗҫ.

Чӑваш чӗлхи урокӗсем эрнере пӗр хут пулӗҫ. Пуҫару ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулрисене пухса ушкӑнсем йӗркелет — уйрӑмах вӗсем шкул ачисемпе ҫамрӑксене кӗтсе илме хавас.

 

Чӑвашла вӗренес шухӑшлисем йӗркелӳҫӗсемпе ҫак электронлӑ адреспа ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: chuvash.haval@gmail.com, е карас телефонӗн номерӗпе: 8-903-187-86-79.

 

Ю. Лужков. Lenta.ru cӑнӗ
Ю. Лужков. Lenta.ru cӑнӗ

Паян, авӑнӑн 28-мӗшӗнче, ир-ирех Мускав мэрне, Ю.М. Лужкова ӗҫрен хӑтарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх Юрий Михайлович паян ӗҫе 10 минутсӑр 8 сехет тӗлне ҫитнӗ. Кунта вара ӑна Дмитрий Медведьев ӑна ӗҫрен хӑтаракан Хушупа (вӑл алӑ пуснӑ вӑхӑтран вӑя кӗнӗ) паллаштарнӑ. Вӑхӑтлӑха унӑн тивӗҫӗсене малалла тӗп хулан вице-мэрӗ Владимир Ресин туса пырӗ.

Дмитрий Медведьев ҫитес вӑхӑтра Юрий Михайловичпа тӗл пулас шухӑш ҫукки пирки пӗлтернӗ.

Юрий Лужковпа президент администрацийӗ хушшинчи тавлашу ҫурла уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Авӑн уйӑхӗнче федераллӑ каналсемпе Мускав мэрӗ пирки критикла передачӑсем тухма пуҫланӑ. Ӗнер кӗске отпускран таврӑнса Юрий Михайлович тӳрех ӗҫе кӳленнӗччӗ, мэр вырӑнне хӑй ирӗкӗпе хӑвармасси пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/09/28/luzhkov/
 

2007 ҫулхи уявра
2007 ҫулхи уявра

Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн оргкомитечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн «Акатуй» кӑҫал Мусавра ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, шӑматкун, иртӗ. Пуҫламӑшӗ 11 сехетре. Уяв 19 сехетчен тӑсӑлӗ.

Акатуй программинче: чӑваш эстрада юрӑҫисен концерчӗ, «Кӗрешӳ» ӑмӑрту, ӳнер продукцийӗн суту-илӗвӗ. Ҫавӑн пекех «Акатуйсене» яланхи пекех «Акконд», «Букет Чувашии» тата ытти паллӑ фирмӑсен продукцине туянма май пулать.

 

Акатуя «Измайловӑри Крамль» ятлӑ культурӑпа кану комплексӗнче ирттерме палӑртнӑ. Адрес: Измайлово ҫулӗ, 73ж. «Измайлово» хӑна комплексӗпе юнашарах.

«Партизанская» метроран 5 минутра, «Черкизовская» метроран 8 минутра ҫитме пулать.

 

Страницӑсем: 1 ... 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, [119], 120, 121, 122
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 18

1987
37
Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та