Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш чӗлхи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.05.2010 11:48 | 2260 хут пӑхнӑ
Комисси сайчӗ
Комисси сайчӗ

Ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствинче чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ.

Комисси пайташӗсем пухӑнса ҫак ыйтусене сӳтсе явнӑ:

1. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти урам тата обществӑллӑ транспорт чарӑну ячӗсен чӑвашла варианчӗсене ҫиррӗплетесси. Ку ыйтӑва пӗлтӗрех сӳтсе явма пуҫланӑччӗ, анчах та вӑл вӑхӑтра пӗтӗмӗшле лайӑххӑн хатӗрлесе ҫитерейменнине пула тепӗр ларӑва куҫарма шутларӗҫ. Хальхинче вара чӑвашла ятсене йышӑннӑ — вӗсене ҫитес вӑхӑтра комисси сайтӗнче вырнаҫтарӑпӑр. Ыранах ҫуртсенчи тӗрӗс мар вараинтсем ҫухаласси пулмасть — комисси ку ятсене сӗнет йышӑнать кӑна. Ятсене ҫӗнетесси вара ыттисен ӗҫӗ.

2. Чӑваш чӗлхине вӗрентмелли кӗнекисенче усӑ куракан хӑш-пӗр терминсене ҫирӗплетесси. Вӑл терминсене ҫирӗплетнисӗр пуҫне Вӗрентӳ министерствин тулли ятне ҫирӗплетнӗ — малашне ӑна «Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политики министерстви» ятпа (асӑрхӑр: «политики» сӑмахра «Н» ҫук) ҫырмалла. Терминсене те ҫитес вӑхӑтра сайтра вырнаҫтарӑпӑр.

 

Ҫавӑн пекех комисси пайташӗсем сайтпа паллашрӗҫ: ӑна епле калӑпланипе, сайт урлӑ килнӗ ҫырусемпе. Пӗтӗмӗшле илсен сайта ырларӗҫ.

 

 

Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн сайчӗ

#Вӗренӳ министерстви, #Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗ, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

2010.05.22 14:54
Аçтахар Плотников
Ман шутпа «Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политики министерстви» килĕшмест, «Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерстви» пулмалла пек туйăнать. Скворцов сĕннĕ хыççăн чылайăшĕ вăл вариантшăн сасăланă тет.

//Халь чĕлхе комиссийĕн сайтĕнче пур вырăнта та улăштарса тухма тивет ĕнтĕ.
Аксар // 1543.51.7166
2010.05.22 19:53
Кун пек пулсан политики тата министерстви сăмахсем хушшинчи çыхăну татăлать. Вырăнĕ-йĕркипе йĕркеленнĕ çыхăну çук кунта. Тен, Чăваш Республикин "Вĕренÿпе çамрăксен политики" министерстви тесе çырмалла. Вара тĕрĕс пулать.
2010.05.22 21:00
Аçтахар Плотников
«Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министерствинче пуху иртрĕ» тата «Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политики министерствинче пуху иртрĕ». Кун пек чухне иккĕмĕш варианчĕ çыпăçуллăрах янрать пек.
«Министрсен Кабинечĕ» — тата тепĕр йывăрлатакан сăмахçаврăнăш :) Хăш-пĕр чухне куçармалла та ай-уй... апла çавăратăн, капла çавăратăн — çавах çине-çинех «-сен», «-ин», «—ĕн» ларса тухаççĕ :). Аран-аран вара çыпăçуллă варианта тупатăн.
Anonim // 3028.91.1136
2010.05.22 21:52
Темшĕн ӳкерчĕкĕ ют чĕлхепе. Çакă Чăваш республикинче чăваш чĕлхин шăпине кăтартни пулмалла.
2010.05.23 11:49
Аçтахар Плотников
Ара малтан вырăс пайĕ валли тусаччĕ те — чăвашлине вырнаçтарнă чухне çĕннине туса аппаланас темерĕм, ăнах илтĕм.

Капла сирĕн кăмăла тивĕçтерет-и? //ӳкерчĕк пахаллăхĕ вырăслинчен лайăхрах :) Лешне пĕр сервис урлă тусаччĕ те кăна Фотошопрах турăм.
2010.05.24 10:19
Чăваш чĕлхи — тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. çырнипе пурте килĕшеççĕ-и?
2010.05.24 13:26
Аçтахар Плотников
Комиссире-и? Пĕлместĕп. Хирĕç пулман.

Ахальтен ĕнтĕ, пушă вырăна тултарас тесе ăна çыртăм. Ытларах чухне вăл вырăна сайт уйрăмлăхне темиçе предложенипе палăртаççĕ — е компани пирки кĕскен çыраççĕ, е продукта кĕскен сăнласа параççĕ. Ун вырăнне чĕлхен çепĕçлĕхне палăртма пулатчĕ пулĕ — ку литература ушкăнĕ мар. Çавăнпа та чылай энциклопедире чăваш чĕлхи пирки çырнă пирвайхи сăмахсене кĕртес терĕм.
2010.06.15 19:08
Аçтахар Плотников
«Çамрăксен хаçачĕн» кăçалхи 23-мĕш номерĕнче чĕлхе комиссийĕн сайчĕ пирки статья пичетленсе тухрĕ. Унтах сайт урлă килнĕ хăш-пĕр çырусене пичетленĕ
2010.06.15 19:09
Аçтахар Плотников
Тата халĕ сайтра Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти урам ячĕсене тупма пулать! Чарăну ячĕсем те унта пур. //хальлĕхе вырăсла пайĕнче кăна - каярах чăвашла пайра та пулĕ
2010.06.15 19:11
Аçтахар Плотников
Тата: алă пуснă документра министерство ячĕ çакнашкал — «Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви»

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем