Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрле хулинче чылайранпа кӗтнӗ савӑнӑҫ пурнӑҫа кӗнӗ. Авариллӗ ҫуртра пурӑннӑ 40 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Ҫурта чылай вӑхӑт хӑпартнӑ. Ҫӗнӗ ҫурта куҫнисен йышӗнче пенсионерсем те, ачасем те, вӑйпитти ҫынсем те пур. Вӗсем унччен бараксенче 10 ҫул ытла пурӑннӑ. Кӑмака хутнӑ, шыв урамран ӑснӑ.
Ҫынсене авариллӗ ҫуртран ҫӗннине куҫармашкӑн Ҫӗмӗрле валли 387 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2017 ҫулччен унта 1000 ытла ҫынна ҫӗнӗ хваттере куҫармалла.
Чердаковсем ав ҫак куна 17 ҫул кӗтнӗ. Халӗ вӗсене икӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ. Чердаковсен баракӗнчен пурте хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсем черетре юлашки пулнӑ.
Халӗ Ҫӗмӗрле влаҫӗ программӑн иккӗмӗш тапхӑрне пурнӑҫлама тытӑннӑ. Проектсем хатӗр. Ҫитес вӑхӑтра застройщиксен конкурсне ҫӗнетӗҫ. Вӗсем ҫурта кӗске хушӑра хӑпартма пултаракансене кӗтеҫҫӗ.