Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.