Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Пӑлхарсен анӑҫри сӑваплӑ вырӑнӗсем» темӑпа автоэкскурси ирттерме шутлать, вӑл пӗр куна тӑсӑлӗ. Ҫула 18 вырӑнлӑ «Ford» автобуспа тухма шутлаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле маршрут: Шупашкар — Москакасси — Хораҫырма — Вратин (выр. Воротынец) — Чӗпӗл (выр. Васильсурск) — Чалӑмсола — Йолашша — Чалӑмхола — Шупашкар. Автоэкскурси вӑхӑтӗнче музейсемпе, паллӑ вырӑнсемпе, археологи палӑкӗсемпе паллашма май пулӗ.
Ҫула гуманитари институтӗнчен ирхи 6 сехетре тухса кайма палӑртаҫҫӗ. Автоэкскурси хакӗ — 1000 тенкӗ.