Йӗпреҫ районӗнчи ял тӑрӑхне суда панӑ. Унта 87 ҫулти сусӑра пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑшӑн суда ыйту ҫырнӑ-мӗн.
Пӗрремӗш ушкӑнри сусӑр Йӗпреҫ районӗнчи хваттерте пурӑннӑ. Анчах унта шалти юсав ӗҫӗсене туман-мӗн.
ЧР прокуратурин официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 87 ҫулти хӗрарӑм ведомствӑна унӑн хваттерӗнчи условисене тӗрӗслемешкӗн ыйтса ҫитнӗ. Хваттере вӑл патшалӑх программипе килӗшӳллӗн илнӗ. Анчах хваттер пурӑнма юрӑхсӑр-мӗн.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тӗлӗшпе суда ыйту ҫырнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӗсен пенсионерӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем туса ирттермелле. Ҫакна пурнӑҫа кӗртессине прокуратура тӗрӗслесех тӑрӗ.