Чӑваш Енре Элтепер пулассишӗн кӗрешӗве тухакан кандидатсене шута илесси вӗҫленнӗ.
Ҫапла вара республика пуҫлӑхӗн лавне туртса пыма хатӗррисен хушшинче – республикӑна хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан Михаил Игнатьев (ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти сӗннӗ), Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин кандидачӗсем Валентин Шурчанов (ӑна коммунистсем влаҫра курасшӑн сӗннӗ), Константин Солдатов (либерал-демократсем сӗннӗ кандидат), Чӑваш Енӗн патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) тата Пенсионерсен партийӗн регионти уйрӑмӗ сӗннӗ 73 ҫулти Валерий Сапожников.
Юлашкинчен асӑннӑ ҫын, тахҫанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ватӑ, хӑй вӑхӑтӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Ун пирки сӑнавҫӑсем «техника кандидачӗ» тесе хаклаҫҫӗ. Ун пеккине кирек епле суйлавра та кӑларма тӑрӑшаҫҫӗ-мӗн. Ҫапла туни оппозицире шутланакан парти кандидачӗсем пӗр шухӑшлӑн пулса хӑйсен кандидатурине илсе суйлава ирттерме чӑрмантарасран асӑрханма кирлӗ теҫҫӗ.