Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ыран Аслӑ Ҫӗнтерӗве тунӑранпа 65 ҫул ҫитет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 08.05.2010 09:43 | 1513 хут пӑхнӑ

Ыран пӗтӗм патшалӑх Ҫӗнтерӳ Кунне палӑртӗ. 1945 ҫулта фашистла Германие ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ.

Ыран уява чаплӑн ирттерме чылайӑшӗ хатӗрленеҫҫӗ. Мероприятисем те нумай палартса хунӑ. Шупашкарта малтанхи ҫулсенчи пекех парад иртӗ. Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ А.А.Мокрушин полковник пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ юлашки хатӗрленӳ ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Хатӗррисен шутӗнче — Ижевскран 40 комплект ППШ автомат, 3 РПД пулемет кӳрсе килнӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫар тумтирне 33 комплект ҫӗлеттернӗ, парада хутшӑнакан пӗтӗм техникӑна — артиллери орудийӗсемпе «зенитка» установкӑсене — юсаса ҫӗнетнӗ, промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче тӑшмана питӗ сехӗрлентернӗ, легендӑна кӗрсе юлнӑ «Катюша» БМ-13 ракета установкине «ЗИС-6» автомобиль шасси ҫине вырнаҫтарнӑ, 14-мӗш ракета дивизийӗн командирӗпе «Тополь-М» ракета комплексӗ уйӑрасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Парада ыран www.cap.ru сайтра тата «Атӑлинҫекомӑн» кабель тетелӗнче онлайн мелӗпе курма пулӗ.

Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институтӗнче Ҫар чысӗн пӳлӗмне йӗркелеҫҫӗ — вӑл кӗтесе Калуга облаҫӗнче ҫӗр чавма кайнӑ студентсем те хӑйсен тупнӑ япалисемпе пуянлатӗҫ.

Ҫак куна ҫити пурӑнса ҫитнӗ вӑрҫӑ ветеранӗсене хулари тата хулаҫумри обществӑллӑ транспортра тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ. Вӗсем нумаййӑн юлманнине шута илсен ҫулталӑк тӑршшӗпех те тӳлевсӗр ярӑнтарма пулӗччӗ тесе шутлатпӑр.

 

Cap.ru сайтри Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ страница

#уявсем, #Шупашкар, #Шупашкарти экономикӑпа менеджмент институчӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем