Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
You can also read this news in English
Аçтахар Плотников 22.07.2015 13:24 | 2119 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

2003 ҫулта вӑя кӗнӗ «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна ҫӗнӗ улшӑнусем кӗртесшӗн. Официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче ку тӗлӗшпе улшӑнусен проектне вырнаҫтарнӑ.

Саккуна чӑваш чӗлхин нормисене кам ҫирӗплетме пултарассине кӗртнӗ — ку ӗҫе Министрсен Кабинечӗ тӑвӗ. Унсӑр пуҫне референдум таврашне ирттернӗ чухне мӗнле чӗлхесемпе усӑ курассине палӑртнӑ. Малтанхи пекех — вырӑс тата чӑваш чӗлхисемпе усӑ курӗҫ, анчах та пӗр вырӑнта ытти халӑх ҫыннисем ҫӑттӑн пурӑнакан вырӑнта вӗсен чӗлхипе те усӑ курма пултарӗҫ. Анчах, хальхинче палӑртса хӑварнӑ — Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи кӑна пулма пултарать тесе.

Ҫӗнӗ улшӑнусенче референдум таврашӗн хучӗсене мӗнле чӗлхепе туса пырассине кӗртнӗ — ӑна валли вырӑс чӗлхине уйӑрнӑ. Чӑвашла е ытти чӗлхесемпе май пулсан кӑна усӑ курӗҫ. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсен протоколӗсене те вырӑсла ҫырма шухӑшлаҫҫӗ (май тупӑнсан ҫеҫ — чӑвашла та).

Патшалӑх органне янӑ ҫырусем ҫине мӗнле чӗлхепе хуравламалли ҫинчен калакан статьяра та улшӑнусем пур. Кунта вара май ҫук пулсан мӗншӗн хурав вырӑсла пулнине ӑнлантаракан сӑмахсем хушнӑ — «Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсем тӑрӑх» тесе палӑртнӑ.

Ҫӗнӗ улшӑнусенче чӑвашла ҫырса хатӗрлессинчен тӗрлӗ хутсене кӑларасшӑн — енчен те малтан пӗлӳ илни ҫинчен е ӗҫ кӗнекине чӑвашла та ҫырма май панӑ пулсан хальхинче ҫурални, мӑшӑрланни тата вилни пирки пӗлтерекен хутсене (юридици чӗлхинче: граждансен тӑрӑмӗн акчӗсем) кӑна чӑваш чӗлхипе хатӗрлеме майсем хӑварасшӑн.

Ытти улшӑнусем вак-тӗвек сӑмахсене тӗрлӗрен ҫавӑрттарса калассипе ҫыхӑннӑ.

Хальхи «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна 2003 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн 2008, 2011, 2014 ҫулсенче улшӑнусем кӗртнӗ. Хальхи улшӑнусене вара Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Патшалӑхпа право тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Семёнова Ирина Вениаминовна пире пӗлтернӗ тӑрӑх кӑҫал пӑхса тухса кӗртесшӗн. Саккунсене коррупци тӗлӗшӗнчен хаклакан комисси проекта тӑратмалли сӗнӳсене ҫӗртмен 30-мӗшӗччен йышӑннӑ. Ирина Вениаминовна ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫавах та камӑн та пулин ҫивӗч сӗнӳ пур пулсан вӗсем ӑна Патшалӑх канашне халь те ярса пама пултараҫҫӗ.

Улшӑнусем хыҫҫӑн саккун мӗнлерех ҫӗнелнипе ҫак документра паллашма май пур.

#Патшалӑх канашӗ, #политика, #чӑваш чӗлхи, #саккунсем, #референдумсем

 

Комментари:

Agabazar // 1080.26.6732
2015.07.22 13:34
Agabazar
"Анчах, хальхинче палӑртса хӑварнӑ — Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи кӑна пулма пултарать тесе."
Нимӗҫ чӗлхи Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхи е апла мар?
Узбек чӗлхи, казах чӗлхи, армян чӗлхи тӗлешпе епле?
Agabazar // 1080.26.6732
2015.07.22 13:35
Agabazar

Ӗнтӗ миҫемӗш хут лӑскаҫҫӗ-ши ӗнтӗ ку саккуна?

Agabazar // 2357.99.7776
2015.07.22 15:26
Agabazar
Ну вӑт, маларах ку саккунпа туллин, йӗркеллӗн усӑ курасси пулмарӗ. Малашне вара майӗсем те пулмӗҫ. Ҫапла ҫав вӑл, кая юлсан каю шӑтать. Чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.
Тимӗре хӗрнӗ чухне туптаҫҫӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем