Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: «Шурӑ сӑнӑ» конкурса тӑратнӑ пӗрремӗш сайт

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 18.07.2015 14:05 | 1637 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ Валентина Яковлевӑн сайчӗ
Валентина Яковлевӑн сайчӗ

Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалласа эпир «Шурӑ сӑнӑ» ӑмӑрту ирттеретпӗр. Ун пирки тахҫанах пӗлтерсе пулин те чӑвашла сайтсем тӑратакансем ҫуккипе пӗрех. Хальлӗхе пирӗн конкурса пӗр ӗҫ кӑна ярса панӑ — ку вӑл Валентина Яковлевӑн сайчӗ.

Валентина Петровна Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унӑн ӗҫ стажӗ 30 ҫул яхӑн. Сайтра эсир вӗрентекен пирки пӗлме, ачасен ӗҫӗсемпе тата методика кӑтартӑвӗсемпе паллашма пултаратӑр. Унтах «Чун валли» кӗтес тата сӑнӳкерчӗксен пайӗ пур. Валентина Петровна хӑйӗн сайтӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем валли усӑллӑ каҫӑсем те пухнӑ.

«Шурӑ сӑнӑ» конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тӑван халӑх культурипе кӑсӑклантарас, комьютерпа ӗҫлес ӑсталӑха аталантарас, чӑвашлӑх анлӑхне пысӑклатас тӗллевпе йӗркеленӗ. Заявкӑсене йышӑнас тапхӑр ҫурлан 3-мӗшӗнче вӗҫленет. Парнесен фондне те йӗркелесшӗн — пӗтӗмӗшле палӑртнӑ 35 пинрен паянхи кун тӗлне ӑна 24 пине ҫитернӗ. Паллах, парнесен фончӗ сайтсем йышлӑ хушӑнсан кӑна пысӑк пулӗ. Енчен те сирӗн сайт конкурс положенине тивӗҫтерет пулсан унта хутшӑнма йыхравлатпӑр! Сайт йӗркипе туллин конкурсӑн страницинче паллашма пулать.

#сайтсем, #конкурссем, #юбилейсем, #Тури Туҫа, #Патӑрьел районӗ, #чӑваш чӗлхи, #шкулсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://shursana.chuvash.org/
 

Комментари:

Agabazar // 1326.02.9379
2015.07.18 19:38
Agabazar
Яра парӑр, Валентина Петровна!
Хӑвӑра "эс" теме хӑтланакансене вара кутран тапса сирпӗтӗр!
Ҫавӑн пекех "Валькка", "Валенччи" теме хӑтланакан ют ҫынсене те ҫав шӑпах кӗтмелле!
Agabazar // 2959.20.2912
2015.07.19 21:46
Agabazar
Атту кунта борсем, Таймерсем, Тимӗрсем, Атилӑсем ӑнт ӑнтан яраҫҫӗ. Вырӑс пулсан ҫынна Эсир темелле те, чӑваша эс тесен те ҫителӗклӗ имӗш.
Вӑт ҫынран мӑшкӑлламалли ҫавӑн пек меслет шутласа тупнӑ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем