Патӑрьел районӗнчи «Пӗрлештернӗ клуб тытӑмӗ» автономи учрежденийӗн «Ӑраскал» эстрада ушкӑнне районта пӗлеҫҫӗ темелле. Район администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен концертне ял ҫыннисем чунтан кӗтеҫҫӗ. Черетлӗ концерт программипе, ӑна ушкӑн «Чунтан савӑнар, тӑвансем» ят панӑ, «Ӑраскал» Ишлӗ ял тӑрӑхне ҫитсе килнӗ.
Концерта эстрада ушкӑнӗ ҫынсем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене илсе кайнӑ. Вӗсемпе пӗрлех репертуара ҫӗннисене те кӗртнӗ. Сцена ҫинче вырӑнти артистсем икӗ сехет ытла пулнӑ. Вӗсем эстрада, халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Ташласа та кӑтартнӑ. Куракансем ушкӑнри артистсене — Юрий Езюкова, Вероника Арланована, Александр Пузырникова, Роза Семенована, Наталья Лаврентьевана, Луиза Лоентьевана — кӑмӑлтан итленӗ-мӗн. «Солистсем ҫав каҫ телей кӳчӗҫ, куракансем вӗсене алӑ ҫупса тав турӗҫ», — пӗлтернӗ Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче.