Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Ижевск хулинчен чӑваш спортсменӗсем медальсемпе таврӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 14.07.2015 22:55 | 1910 хут пӑхнӑ
Спорт

Ку Ирина Калентьевӑн черетлӗ ҫитӗнӗвӗ. Чӑваш спортсменки ӑмӑртусенче малти вырӑнсене тухса Чӑваш Ене савӑнтарать.

Нумаях пулмасть Ижевск хулинче маунтинбайк енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ирина Калентьева кросс-кантри дисциплинӑра ҫӗнтернӗ. Аса илтерер: вӑл 2008 ҫулта Олимпиадӑра малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑннӑ.

Чӑваш шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан тепӗр икӗ спортсменка Ольга Терентьева тата Надежда Антонова финиша иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш ҫитме пултарнӑ.

Вӗсенчен ҫамрӑк спортсменсем те ӑнӑҫлӑ тупӑшнӑ. 1999-2000 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсен йышӗнче Олеся Крылова — 1-мӗш, 1993-1996 ҫулсенче ҫуралнисен ушкӑнӗнче Руслан Боредский 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӑхӑр медале Виктория Савельева ҫӗнсе илнӗ.

#ӑмӑртусем, #Раҫҫей чемпионачӗ, #спорт, #Ижевск, #Удмурт Республики, #маунтинбайк

 

Комментари:

Agabazar // 5310.2.6037
2015.07.15 11:52
Agabazar
Аллӑ ҫула ҫитичченех велоӑмӑртусене хутшӑнма шутлать пулас.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем