«Росгосстрах» тулли мар яваплӑ обществӑн Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫине нумаях пулмасть 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫакна вӑл прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулин Мускав район прокуратурине автомашина хуҫисем, пурӗ виҫӗ ҫын, пулӑшу ыйтма пынӑ. Надзор органне вӗсем асӑннӑ обществӑн филиалӗнче тата филиалӑн «Мускав» тата «Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ» страхлакан пайӗсенче транспорт хатӗрӗсен гражданла яваплӑхне страхлас, тепӗр майлӑ каласан ОСАГО полисӗ илес тесен ҫынсене пурнӑҫа та страхлама хистени пирки евитленӗ. Ҫынсен ҫӑхавӗ тӑрӑх прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ те автомашина хуҫисем тӗрӗс пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Потребительсен правине хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккун вара пӗр пулӑшу кӳнӗ чух тепӗр пулӑшу сӗнме чарать.
Саккуна пӑхӑнса ӗҫлеменшӗн филиал пуҫлӑхне икӗ кӑлтӑкшӑн пурӗ 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Пӗри 50 пине кайса ларнине пӗлтерет ӗнтӗ ку. Административлӑ тепӗр ӗҫе те ҫывӑх вӑхӑтра пӑхса тухмалла.