Нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗччӗ. Паянтан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шӑмӑршӑ районӗнче те инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Вӑл 17 сехетренпе вӑя кӗнӗ. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ.
Ку лару-тӑрава районта чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманнипе палӑртнӑ. Ҫавна пула тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси иккӗленӳллӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, предприятисемпе организацисене кун тӗлӗшпе мӗн те пулин тума хушнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пушар тухас хӑрушлӑх пулнӑ май ятарлӑ режим палӑртнӑ. Вӑл халӗ те вӑйра-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класне палӑртнӑ. Канаш районӗнче вара — 5-мӗш класс. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, типӗ курӑка чӗртсе яма чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ.