Ӗнер, акан 25-мӗшӗнче, Шупашкара пӗрремеш пӑрахут ҫитрӗ. Атӑлпа килнӗ пӗрремӗш хӑнасем Чулхуларан пулчӗҫ, пирӗн тӗп хулана вӗсем «Чулхула — Шупашкар — Чулхула» круизран анчӗҫ. Кӑҫалхи чи пирвайхи хӑнасемшӗн тӗлӗнмелли те, интересли те чылай хатӗрлесе хунӑ — бард юррисен конкурсӗ, дискотека, чӗрӗ юрӑ-кӗвӗ. «Карл Маркс» теплоходран аннӑ хӑнасене тумсен тата капӑрлану япалисен куравӗ, фотосесси, коктейль-шоу та кӑсӑклӑ пулчӗ. Чулхуласем Шупашкар тӑрӑх та курса савӑнчӗҫ.
«Карл Маркс» теплоход ҫинче пурӗ 120 ҫын пулчӗ, вӗсен хушшинче Мускаври, Питӗрти, Чулхулари усламҫӑсем, хаҫат-журнал ӗҫченӗсем пулчӗҫ.
Чӑваш Енӗн тӗп хула хӑнасене чӑн та илӗртет — кӳлмекӗ те, тасалӑхӗ те, ҫынсен кӑмӑллӑхӗ те. Кӑна фактсем те ҫирӗплетсе кӑтартаҫҫӗ: 2007 ҫулта Шупашкарти порта 312 , 2008 ҫулта 314 теплоход килче чарӑннӑ пулсан, пӗлтӗр вӗсен шучӗ самай ӳснӗ — 370-е ҫитнӗ. Статистика тӑрӑх 2009 ҫулта Атӑлпа пурӗ 64 пин хӑна килнӗ.