Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ӗмӗрсем параҫҫӗ алӑ» кӗнекепе паллаштарнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.04.2010 10:06 | 1489 хут пӑхнӑ

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш халӑх поэчӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Комсомол премийӗн лауреачӗн Юрий Семенович Сементерӗн «Ӗмӗрсем параҫҫӗ алӑ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекин презентацийӗ иртрӗ. Унта чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн IV курс студенчӗсемпе преподавателӗсем те пулчӗҫ. Малтанах Юрий Сементер сӑвӑ кӗнекине кӑларма пулӑшнӑшӑн Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсене, килнӗ хӑнасене тав турӗ. Хӑйӗн тӑватйӗркелӗхӗсенче чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне ҫутатма тӑрӑшнине палӑртрӗ. Кӗнекене чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыннисем хакларӗҫ. Университет студенчӗсем вара хӑйсене интереслентерекен тӗрлӗ ыйтусем пачӗҫ. Галина Шадрина вара поэтӑмӑр сӑввисемпе кӗвӗленӗ юрӑсем шӑрантарчӗ, пухӑннӑ халӑха савӑнтарчӗ. Уяв каҫӗнче Сементер сӑввисене вуланине илтме те май пулчӗ, пире вара, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсене, ҫав сӑвӑсене хамӑр патра ӑс пухнӑ, халӗ «Чӑваш кӗнеки» центрӑн сотрудникӗ пулса ӗҫлекен Елена Толмасова вулани уйрӑмах савӑнтарчӗ.

Юрий Семеновича ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа саламлатпӑр, сӑвӑ хыҫҫӑн сӑвӑ, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплама ырлӑх-сывлӑх, ҫирӗп вӑй-хал сунатпӑр!

#кӗнекесем, #Чӑваш наци вулавӑшӗ, #Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем