Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ял хуҫалӑх министерстви укҫана тӗрӗс валеҫни пирки иккӗленеҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 18.06.2015 16:04 | 1187 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енӗн прокуратури республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӗрӗслев ирттерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ _http://www.chuvash.org/news/8871.html_. Прокурорсем мӗн патне пырса тухни халӗ паллӑ иккен.

«Правда ПФО» интернет ҫӑлкуҫ пӗлтерни ҫине таянса «Аргументы и Факты» хаҫат ҫырнине ӗненсен, федераци тата республика хыснинчи укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ чух уҫҫӑнах махинаци тунӑ сисӗннӗ имӗш. Прокуратура тупса палӑртнӑ фактсене халӗ правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслеҫҫӗ имӗш.

Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министерстви Шупашкарти ликерпа водка савутне патшалӑх хысни шутӗнчен 67 миллион тенкӗ субсиди уйӑрни те йӗркеллӗ япала мар-мӗн. Субсиди пирки каласан, хысна укҫи-тенки республика парламенчӗн ертӳҫисем витӗм кӳрекен предприятисене сахал мар уйӑрнӑ пулать.

Тӗрӗслев пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев патне те ҫитернӗ.

#парламент, #депутатсем, #ултав, #Ял хуҫалӑх минисерстви, #тӗрӗслевсем, #прокуратура, #укҫа-тенкӗ, #хысна, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем