Чӑваш Енри тепӗр яла карантина хупнӑ. Хальхинче — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялне.
Карантина асаннӑ яла ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хупнӑ. Унта пурӑнакан Николай каланӑ тӑрӑх, ҫав ялта кушак урнӑ чирпе чирленӗ.
Николай килти кушак хӑйне темӗнле тытнине пӗр эрне каялла сиснӗ. Вӑл аслӑ ҫынсене тапӑнса сикнӗ. Вӑл кушака тӳрех Шупашкарти ветеринари клиникине илсе кайнӑ. Специлистсем кушака тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑмӑлсӑрланнӑ ҫеҫ. «Мӗнле чир илсе килтӗр пирӗн пата? Каялла часрах илсе кайӑр!» — тенӗ вӗсем.
Тӗрӗссипе, вӗсен кушака илсе юлмалла пулнӑ. Ара, урнӑ чир пулни тӳрех курӑнать-ҫке. Анчах специалистсем кушака ытти ҫынсенчен уйӑрма ҫеҫ хушнӑ.
Николай кушака читлӗхе хупнӑ. Виҫӗ кунтан вӑл вилнӗ. Унтан ӑна лабараторине тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Роспотребнадзор диагноз палӑртнӑ: урнӑ чир.
Ҫапла майпа яла карантина хупнӑ. Унтан чӗрчунсене пӗр уйӑх илсе тухма юрамасть.