Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗ, — Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ кун.
«Чӑваш литературинче Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗ пысӑк вырӑн йышӑнать, тӑван сӑмаха аталантарас тесе вӑл нумай тӑрӑшса ӗҫленӗ. Ҫамрӑклах пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ пулин те хӑйӗн хыҫҫӑн пӗлтерӗшлӗ йӗр хӑварнӑ. Унӑн мӗнпур сӑвви, хайлавӗ, тӗпчев ӗҫӗсем ӗмӗрлӗхе пирӗнпе юлаҫҫӗ», — тесе ҫырать Ҫеҫпӗл пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Чӑваш поэзийӗн классикне асӑнса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне литераторсем, культура ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе студентсем пухӑннӑ.
Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов та Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хунӑ, поэтӑмӑра асӑнса пуҫ тайнӑ. Конгресс Президенчӗпе пӗрле Мӑн Канаш тата «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пайташӗ, «Республика» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Ҫеҫпӗл ентешӗ Лидия Филиппова та пулнӑ.