Тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Трак-Красноармейски тӑрӑхӗнче тӑван чӗлхепе литература вӗрентекен педагогсен творчествӑлла ушкӑнӗ йӗркеленипе (ертӳҫи — Михайлова З.П.) чӑваш чӗлхипе грамматикине лайӑх пӗлекен ачасем хушшинче «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ-конкурс иртет. Проект авторӗ — Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче чӑваш сӑмахлӑхне вӗрентекен Михайлов Виталий Михайлович.
Кӑҫал та вӑйӑ-конкурс виҫӗ турпа иртрӗ. Пӗрремӗш тур районти мӗн пур шкулсенчи 9-10-мӗш классенче вӗренекен ачасем хушшинче иртрӗ. Унта шкул шайӗнче чӑваш чӗлхине чи лайӑх пӗлекене палӑртрӗҫ. Шкулта ҫӗнтернисем (вӗсем пурӗ вуннӑн) иккӗмӗш турта хӑйсен пӗлӳ шайне кӑтартрӗҫ... Вӗсем чӗлхе ӑслӑлӑхӗн лексика, фразеологи, лексикографи, фонетика, морфологи, сӑмах пулӑвӗ, синтаксис, пунктуаци пайӗсем тӑрӑх панӑ кӑсӑк ыйтусене тишкерчӗҫ тата «Тӑван ҫӗрӗн тусанӗ те тӑван, пылчӑкӗ те пылак» (Геннадий Волков) темӑпа эссе ҫырчӗҫ. Вунӑ ачаран пиллӗкӗшӗ чи матуррисем пулчӗҫ. Вӗсем вара финалта, 3-мӗш турта, тупӑшрӗҫ. Ачасем анлӑ тест ҫырчӗҫ.
«Ҫамрӑк ӑсчах — 2010» вӑйӑ-конкурс ҫӗнтерӳҫин ятне Упи шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Тимофеева Надежда ҫӗнсе илчӗ (вӗрентӳҫи — Васильева В.В.). Ӑна «Ҫамрӑк ӑсчах — 2010» медаль тата I степеньлӗ Диплом парса чыслӗҫ. II степеньлӑ Диплома тата «Ҫамрӑк чӗлхеҫӗ — 2010» ята Чатукасси шкулӗнче вӗренекен Алексеева Ксения, Красноармейски иккӗмӗш шкулӗнче вӗренекен Маркова Надежда тата Трак чӑвашла-нимӗҫле гимназире вӗренекен Павлова Марийӑпа Егорова Любовь тивӗҫрӗҫ. III степенльӗ Диплома тата «Ҫамрӑк пӗлӳҫӗ — 2010» ята Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗренекен Егорова Снежана, Карай шкулӗнче вӗренекен Федотов Василий, Пикшик шкулӗнче вӗренекен Михайлова Нина тата Именкасси шкулӗнче вӗренекен Ильин Евгений тивӗҫ пулчӗҫ.
Ачасем тӑван чӗлхене юратни, ӑна вӗренме, пӗлме тӑрӑшни чуна савӑнтарать. Ку пулӑм чӑваш чӗлхи аталанасса, унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑм пуласса шантарать.
Проект авторӗ ҫитес ҫул ҫак конкурса кӳршӗ районсенче вӗренекен шкул ачисене те явӑҫтарас шухӑшлӑ.