Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинче ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Вӑл «Кӗнеке — ял ачисене» ятлӑ. Ӑна ЧР Наци вулавӑшӗ Литература ҫулталӑкне халалласа йӗркеленӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие ял вулавӑшӗсенчи фондсене пуянлатас, халӑха, уйрӑмах ачасене, кӗнеке вулама илӗртес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Акцие 1-мӗш клиника пульницин чылай ӗҫченӗ хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть ҫамрӑк вулакансем валли пӗр пациентка нумай кӗнеке йӑтса килнӗ. Вӗсем ҫӗнех мар, анчах усӑ курма юрӑхлӑ.
Пульница ӗҫченӗсем аслӑрах вулакансем валли илемлӗ литература нумай пухнӑ. Вӗсене Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка вулавӑшне илсе кайӗҫ.
Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. Вӑл раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пырӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 23-56-11.