Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи.
Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ.
Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ.