Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫӗнӗ Атикассинче ҫурт аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑн ҫунса кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 06.06.2015 16:28 | 1874 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр чылай ҫурӗ. Шупашкарта, Алькеш тата Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсенче, икӗ кун каялла пӑр та ҫунӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче вара пысӑк инкек пулнӑ. Аҫа-ҫиҫӗме пула унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Телее, никам та пурнӑҫран уйрӑлман.

Ку инкек Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав каҫ 73 ҫулти ҫыннӑн ҫурчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки МЧСӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.

Арҫыннӑн хӗрӗ тата мӑнукӗ каҫхи 6 сехет иртсен ӗне сума картишне тухнӑ. Аслатиллӗ ҫумӑр пуҫланнӑ. Вӗсен куҫӗ умӗнче ҫиҫӗм ҫурт тӑррине ҫапнӑ. Пӳрт ҫунма тытӑннӑ.

Каҫхи 7 сехет ҫурӑра пушара сӳнтернӗ. Унта Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те хутшӑннӑ. Ҫулӑм ҫурта тата хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ.

#Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗнӗ Атикасси, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #Ҫӗнӗ Лапсар, #Алькеш

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kolmovo.ru/news/49968
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем