Ӗнер, ҫӗртмен 2-мӗшӗнче, Атӑл леш енче «Буревестник» кану уйлӑхӗнче «Ҫамрӑксен хули» канашлу уҫӑлнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Канашлу ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, Леонид Черкесов, Алена Аршинова хутшӑннӑ.
Канашлу йӗркелӳҫи Станислав Трофимов кӑҫалхи программа пуян пуласса шантарнӑ. Усламҫӑсем, политика тата общество ӗҫченӗсем, журналистсем, депутатсем ҫамрӑксемпе лекцисем, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ.
Канашлура кашниех хӑйӗн проекчӗпе паллаштарма, инвестор е команьон тупма пултарать. Кӑҫал унта 2000 яхӑн яш-хӗр хутшӑнӗ. Вӗренӳ лапамӗсем пилӗк енпе ӗҫлӗҫ.
Уйлӑхра пресс-центр, Wi-Fi, тренажер залӗ, кафе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем палаткӑсенче пурӑнаҫҫӗ, кӑвайт ҫинче хӑйсем тӗллӗн апат пӗҫереҫҫӗ.