Шупашкарта хула ҫыннисем ыйтнипе Атӑлӑн пӗр ҫыранӗнчен тепӗр ҫыранне транспорт ҫӳретме пуҫлӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен управленийӗ хыпарлани тӑрӑх Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтерет.
Юханшыв тӑрӑх ҫӳрекен трамвайсене уҫма хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе йышӑнни пирки палӑртнӑ.
Йӑлӑма икӗ направленипе каҫма май килӗ: «Шупашкар — Сосновка — Шупашкар» тата «Шупашкар — Сулахай енчи пляж (Октябрьски поселокӗ) — Шупашкар».
Ҫула «МО» йышши виҫӗ теплоход тухмалла. Вӗсем 150 ҫын ытла каҫарма пултараҫҫӗ. Халӑх питех те йышлӑ пулсан «Мускав» йышшисене те ҫула кӑларма пултараҫҫӗ. Аслисен билетшӑн 65 тенкӗ тӳлемелле, 5–10 ҫулхи ачасен — 33 тенкӗ, 5 ҫулчченхисемшӗн укҫа тӳлеттермӗҫ.
Шыв транспорчӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен ҫӳреме пуҫламалла.
Сосновкӑна Шупашкартан теплоходсем 6:30, 10:00, 14:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 17:40 сехетсенче хускалмалла. Лерен — 7:00, 10:20, 14:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:00 сехетре. Пляжа каякансем Шупашкартан 9:00, 12:30, 16:00 (шӑматкунпа вырсарникун), 18:40 сехетре хускалма пултарӗҫ, леш енчен – 9:20, 12:50, 16:20 (шӑматкунпа вырсарникун), 19:00 сехетсенче. Халӑх сахал ҫӳресен расписание улӑштарма пултарассине асӑрхаттараҫҫӗ.