Ӗнер Шупашкарта Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа митинг тата савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Унта тӑван чӗлхешӗн ҫунакансемпе тата культура ӗҫченӗсемпе пӗрлех Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Михаил Васильевич вилӗмсӗр «Нарспи» авторӗн палӑкӗ патне чечек хунӑ.
М. Игнатьев Элтепер чӑваш литературин классикӗн ятне асра хӑварас тата унӑн пултарулӑхри эткерлӗхне упраса хӑварас тесе кӑҫал пирӗн республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе йышӑннине аса илнӗ.
Константин Иванов ятне вӑл Дантепе, Шекспирпа, Пушкинпа тата Лермонтовпа тан тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Унтан вӑл Иванов ячӗпе урамсем хисепленнине, палӑксем вырнаҫтарнине, музейсем уҫнине палӑртнӑ. Уявӑн савӑнӑҫлӑ каҫне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттерни те ахальтен мар теме юрать. Элтепер «Нарспи» поэмӑна вуласа темиҫе ӑру ӳснине те асӑнса хӑварнӑ. Пушкӑртстанран килнӗ хӑнасене уява килнишӗн тав тунӑ май вӗсем уявра пулни унтисем те чӑваш литературин классикне хисепленине кӑтартнине палӑртнӑ.
Сӑнсем (25)