Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Константин Иванов юбилейне йыхравлаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 26.05.2015 15:02 | 1460 хут пӑхнӑ
Персона

Ыран — вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗн, чӑваш литературин классикӗн Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ҫав ятпа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче поэтӑн 125 ҫулхи юбилейне халалланӑ уяв каҫӗ иртет. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайса курма пултарать.

Константин Васильевич Иванов пирки пӗлмен чӑваш ҫук пулӗ те, ҫапах та унӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн пӗр-ик сӑмахпа та пулин аса илни ытлашши пулас ҫук. Вӑл 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вилнӗ. Унӑн «Нарспи» поэмипе чӑваш халӑхӗ мӑнаҫланмаллипех мӑнаҫланать. Ӑна тӗнчери нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Вырӑсла ӑна Петӗр Хусанкай куҫарнӑ. «Нарспи» тӑрӑх темиҫе пьеса ҫырнӑ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ опера лартнӑ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Борис Чиндыков либретти тӑрӑх сцена ҫине мюзикл кӑларнӑ.

#театрсем, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #юбилейсем, #Шупашкар, #культура, #академи драма театрӗ, #чӑвашлӑх, #оперӑпа балет театрӗ

 

Комментари:

Agabazar // 4039.20.6795
2015.05.27 04:12
Agabazar
"Нарспин" Петӗр Хусанкай ӑсталанӑ вырӑсла куҫарӑвӗ чи ӑнӑҫли мар. Борис Иринин куҫарӑвне нихӑшӗ те ҫитеймест

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем