Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашла ыйтнишӗн хӗненӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языкеYou can also read this news in English
Вика Сорокина 23.05.2015 20:51 | 1954 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Шупашкарта чӑвашла сӑмах чӗннишӗн ял каччисене хӗненӗ пулать. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.

Республикӑн тӗп хулинчи пӑтӑрмах пирки ведомствӑн пресс-служби ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ пулать. Чӑвашла калаҫакансене вара маларахах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, хӗненӗ иккен. Вӑрмар районӗнчен хулана килнӗскерсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче хӑйсемпе пӗр вӑхӑтри ҫынсенчен туртмалли ҫук-и тесе чӑвашла ыйтнӑ. Шупашкар каччисене ҫакӑ килӗшмен имӗш. Ял каччисем лавккаран тухасса кӗтсе илнӗ те вӗсене хӗнесе пӗтернӗ.

Шупашкарта чӑвашла пуплени ял каччисенчен пӗриншӗн сӑмса хуҫнипе, теприншӗн пуҫне суранлатнипе вӗҫленнӗ пулать. Ку та ҫитмен-ха хула каччисене: вӗсем ял ҫамрӑкӗсенчен пӗрин документсем чикнӗ курткине йӑтса кайнӑ.

Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем хӗнекенсене тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ.

Пӑтӑрмах пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

#хурахсем, #ҫамрӑксем, #Вӑрмар районӗ, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i2006.html
 

Комментари:

Марине // 4271.95.9324
2015.05.24 15:57
Вика Сорокина, усаллисем, йӗркерен тухнисем " Чӑвашла ыйтнишӗн хӗненӗ"тетӗр.Халӗ вырӑсла калаҫакансене те тӑтӑшах патак ҫитерсех тӑраҫҫӗ. Кунта сӑлтавӗ чӑваш чӗлхинче ҫеҫ мар, сӑпайлӑх ҫуккинче.Ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхи ҫине йӑвантармалла мар.Пичете те тӳрех ҫитермесен те юратчӗ. Асӑрханӑр, ыттисем чӑвашла ан калаҫӑр тенӗн туйӗҫ хашӗсем.
Agabazar // 1425.69.5420
2015.05.26 00:07
Agabazar
Марине пикенеҫ, эсир кунта хӑвӑр шухӑша калам пекки туни тӗрӗссипе ирсӗрсене тӳрре кӑларнипе тан. Мӗн сӳпӗлтететӗр вырӑсла калаҫакансене те тӑтӑшах патак ҫитерсех тӑраҫҫӗ тесе. Ку —100% халлап. Чӑвашстанра нихҫан пулман япала. Вырӑсла калаҫакансене хӗнемеҫҫӗ, пачах урӑхла: ун пеккисен умӗнче пуҫ таяҫҫӗ, йӑпӑлтатаҫҫӗ, хӑйсем те частарах "вырӑс чӗлхиллӗ" пулма тӑрӑшаҫҫӗ.
Манӑн та ӳпкев пур статья авторне? Мӗншӗн иккӗленсе пекрех "хӗненӗ пулать" тенӗ? Пулман-им кун пекки? Эппин мӗншӗн пуҫиле ӗҫӗ пуҫарнӑ? Чӑн пулнине иккӗлемесӗрех каламалла! Мӗнрен хӑратӑр?
ял ачи // 4277.62.6492
2015.05.26 00:18
"хӑйсемпе пӗр вӑхӑтри ҫынсенчен" ...
Айтурух, мӗн тени-ши ку? Ни чӑвашла мар, ни вырӑсла, ни ытти урӑх чӗлхелле. Шухӑшлавӑр ҫук пулсан мӗн ҫырам пекки тӑватӑр?
Agabazar // 1425.69.5420
2015.05.26 00:58
Agabazar
ял ачи, кунта урӑхларах та калама пулать: Слапух Турра, юрать-ха ҫыраҫҫӗ! Тем тесен те ҫырни вӑл чӑваш чӗлхинчен куҫкӗрет пӑрӑнни мар. Тепӗр енчен, ку хыпара вӑрттӑн пытарса хӑварма та пултарнӑ. Пытарма кирлӗ мар кунашкал япаласене. Пытарнипе пурнӑҫ малалла каяс ҫук.
Ют Ҫын // 4160.97.6434
2015.05.26 07:23
кунта пӗлмесӗр калаҫни вырӑнлӑ мар. Ялтан килнисем пули-пулми ҫынран туртмалли нихҫан та ыйтмаҫҫӗ. Темле харсӑртарах ыйтнӑ шим е именсенрех. Вӑрмарсем вӗсем харсӑррипе палӑраҫҫӗ пӗр енчен, тепрен каласан-хула ачисем те харсӑррисем пур. Татса пама ҫук.
Agabazar // 3924.01.8344
2015.05.26 16:00
Agabazar
"Татса пама ҫук."

Следстви тата Суд татса параҫҫӗ.


Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем