Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Мӑн чурашсем резина атӑ тӑхӑннишӗн кулянаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 15.05.2015 18:03 | 1241 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пурӑнакансем тӗп урамра ҫул ҫук тесе тележурналистсене чӗнсе илнӗ. Ҫурхи-кӗрхи кунсенче ун пек асапланакансем татах та пур та ӗнтӗ, мӑн чурашсем хӑйсен ыйтӑвне тата пысӑкрахӑн кураҫҫӗ-тӗр ҫав...

Ҫав ялта ҫур ӗмӗр ытла пурӑнакан Любовь Федорова вӗсен ҫул нихӑҫан та пулманнине палӑртнӑ май урама ҫулал кӑна кӗрсе тухма май пурри пирки пӗлтернӗ. Пылчӑкра ял ҫыннисем резина атӑпа утнишӗн вӑл хытах пӑшӑрханать иккен. Ҫамрӑк мар ҫав хӗрарӑмӑн пӗчӗк ачасене урапана лартса уҫӑлса ҫӳреме май ҫуккишӗн те чунӗ ыратать-мӗн.

Сӗт пуҫтарма килекен машина патне ҫитме йывӑр-мӗн. Машина урам вӗҫне ларать имӗш те ҫынсен 25 литр кӗрекен бидонсене пӗр ҫухрӑма яхӑн йӑтса утма тивет иккен. Халӗ машина кӗреет-мӗн-ха, анчах кӗркуннепе ҫуркунне йӑтмах лекет.

Ҫынсем вырӑнти тӳре-шара вӗсен урамне пӗр 15 ҫул каялла ҫул туса парас шухӑша асӑннине те манмаҫҫӗ. «Анчах лавӗ вырӑнтан хускалман», — теҫҫӗ иккен вӗсем. Паян проектпа смета хучӗсене хатӗрлеме кӑна 600 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Ҫул ҫуккипех урам тата ял пӗтсе пырать имӗш. Кашни килтен укҫа пухас — 10–15 киллӗ урама ытла хакла ларать. Хыснара та укҫа ҫук. Апла тӑк мӑн чурашсене хальлӗхе чӑтмах тивет.

#ҫул-йӗр, #Мӑн Чураш, #Етӗрне районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем