Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗнер черетлӗ премьера иртнӗ. «Ан пӑрахсам мана» ятлӑ спектакле театр ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑскере асӑннӑ авторӑн Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пирки ҫырнӑ чуна чи тивмелли драмӑллӑ баллади тесе хаклаҫҫӗ специалистсем. Дударев драматургшӑн, режиссершӑн тата актершӑн вӑрҫӑ теми питӑ ҫывӑх иккен. Вӑл — фронтовик ывӑлӗ.
«Ан пӑрахсам мана» спектакль вӑрҫӑ чӑнлӑхӗнчен ытла урӑхла пулнӑ тӑк еплерех ҫаврӑнса тухассине халалланӑскер тесен тӗрӗсрех. Пьесӑри ӗҫ-пуҫ 1944 ҫулта пулса иртет. Разведчика тӑватӑ хӗре шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисене курсан вӑл шалт тӗлӗнет. ара, вӗсемпе унӑн ятарлӑ операци ирттермелле-ҫке.
Рольсене Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистне Владимир Семенова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисене Елизавета Хрисанфована, Светлана Андреевана тата ыттисене шаннӑ.
Спектакле Наталия Сергеева лартнӑ. Художникӗ — Светлана Зверева.