Журналист-публицист, ҫыравҫӑ, поэт, «Республика» хаҫат редакторӗ, ЧНКн Мӑн Канашӗн пайташӗ Лидия Филиппова (хушма ячӗсем — Алла Давыдова, Лидия Ригель, Лидия Майская тата ыттисем) «Чӗре таппи» (Пульсация) ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ Унта чӑвашла тата вырӑсла суйласа илнӗ сӑвӑсем кӗнӗ.
Авторӑн литература тата публицистика хайлавӗсем хӑйне евӗр, уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тарӑн шухӑшлӑ. Унӑн лирики чӑваш халӑхӗн уйрӑмлӑхне, унӑн кӑмӑлне, йӑли-йӗркине пӗлессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ.
Автор Ҫеҫпӗле ӳстернӗ ҫӗрӗ тав тӑвать. Вӑл тата ашшӗ-амӑшӗ ӑна патриотлӑх воспитанийӗ панӑ.
Хыҫсӑмахра автор паянхи пурнӑҫпа киленме чӗнет, малашнехи лайӑхрах пуласса шанса ҫырать.
«Чӗре таппи» пур ӳсӗмри вулакан валли те. Вӑл 25 ҫул журналистикӑра тата ҫыравҫӑ ӗҫӗнче тӑрӑшакан авторӑн 13-мӗш кӗнеки пулнӑ.