ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн тата унӑн ҫемйин тупӑшӗ пирки информаци тухнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр регион пуҫлӑхӗ 3,6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна вара 415 пин тенкӗ ҫеҫ илнӗ. Игнатьевсен 18 ҫул тултарман хӗрӗ те тупӑш пирки отчет тунӑ. Вӑл пӗлтӗр 15 пин те 247 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Унчченхипе танлаштарсан, Михаил Игнатьевӑн тӗп ӗҫ вырӑнӗнчи тупӑшӗ 300 ытла пин тенкӗ ӳснӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӑҫал Чӑваш Республикин ертӳлӗхӗ хысна укҫине перекетлес тӗллевпе пысӑк чиновниксен шалӑвне 10 процент чакарма йышӑннӑ. Ҫав шутра — ЧР Элтеперӗ те. Хушӑва Михаил Игнатьев пушӑн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Паянхи кун тӗлне Игнатьевсен ҫемйинче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Вӗсен калӑпӑшӗ — 83522 тӑваткал метр. Ҫавӑн пекех Игнатьевсен 2 ҫурт, 2 хваттер, гараж боксӗ тата «Mercedes-Benz B 170» урапа.
Сӑмах май, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин та ҫулталӑкри хӑйӗн тупӑшне кӑтартнӑ. 2013 ҫулпа танлаштарсан, тупӑшӗ икӗ хут ӳснӗ. Владимир Путин 7,654 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унччен ку 3,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.