Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче Чӑваш Республикин символӗсен кунне анлӑн паллӑ тунӑ. Ҫав кун шкул ачисем пӗлӳ ҫуртне чӑвашсен тумӗсемпе пынӑ.
Ирхине вӗсем ҫак тумсемпех хускану тунӑ. Ритмика урокне ертсе пыракан чӑваш ташшин хусканӑвӗсене кӑтартнӑ. Ӑна волонтерсем пулӑшнӑ.
Тепӗр шӑнкӑрав пурне те урока йыхравланӑ. Кашни класс пӳлӗме вырнаҫнӑ. Уроксем ытти чухнехинчен урӑхла иртнӗ. Анчах кашнинех чӑваш халӑх историйӗпе тата культурипе ҫыхӑннӑ. Акӑлчан урокӗнче ачасем тӑван ял ҫинчен акӑлчанла калаҫнӑ. Географи урокӗнче чӑваш карттине аса илнӗ. Физикӑра вара К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнланӑ ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене тишкернӗ.
Ачасем тӑхтавсенчен те ахаль ларман. Чӑваш символикине пӗлес енӗпе мини-конкурс иртнӗ. 10-мӗш тата 6-мӗш классем Чӑваш Ен ялавне, гербне, гимнне лайӑхрах пӗлни курӑннӑ.
Кун сисӗнмесӗр иртнӗ. Унтан ачасем шкул умӗнчи лапама пухӑннӑ, чӑваш кӗввисене итленӗ. Шкул директорӗ тухса калаҫнӑ май тӑван халӑха хисеплемеллине, юратмаллине палӑртнӑ. Кӑштахран 6-мӗш класара ӑс пухакан Роман Киселев купӑс йӑтса тухнӑ та ташша янӑ. Пурте алӑ ҫупма тытӑннӑ. Чӑтса тӑрайман — пурте ташша тухнӑ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем чӑваш ташши ташласа киленнӗ.
Сӑнсем (20)
Пĕр хĕрарăм // 3867.42.8644
2015.05.08 16:59 | |
Пит ӑмсанмалла,маттурсем. | |
Agabazar // 1468.24.6371
2015.05.08 17:39 | |
Ырламалла. |