Куславкка районӗнче чӑваш поэчӗн, куҫаруҫин пултарулӑхне халалласа савӑ вулакансен конкурсӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ.
Паллах, кашни поэт хӑйӗн сӑввисем янӑранине кӑмӑллать. РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, поэт тата куҫаруҫӑ Анатолий Смолин хӑйӗн сӑввисен декломаторӗ пулнӑ, вырӑс класикӗсен пултарулӑхне юратнӑ. Куславккара иртекен конкурса Смолин вулавӗсем ят панӑ. Унта ачасем те, аслӑ ӳсӗмрисем те пухӑннӑ. Сӑвӑсем вырӑсла та, чӑвашла та янӑранӑ.
Куславкка район администрацийӗн ҫумӗ Мария Солдатихина каланӑ тӑрӑх, вӗсем Анатолий Смолин ентешӗ пулнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Анатолий Смолин чӑваш классикӗсен хайлавӗсене вырӑсла куҫарса чылай кӗнеке кӑларнӑ.
Конкурса хутшӑннисем поэта аса илнӗ, унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Поэтӑн тӑлӑх арӑмӗпе ывӑлӗ пурне те чунтан тав тунӑ.