«Паян Чӑваш Енӗн обществӑпа политика пурнӑҫӗнче пӗчӗк мар пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ», — тесе ҫырнӑ ӗнер каҫхине хӑйӗн блогӗнче Александр Белов журналист.
Кӗске хыпара малалла тӑснӑ май автор «Журналист» пахча юлташлӑхӗнче отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнине палӑртать. Юлташлӑх ертӳҫи пулма хӑй вӑхӑтӗнче «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Валериан Павлова тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗ-мӗн. Унтан блогер Валериан Павлов уйӑхри ӗҫ укҫине 100 тенкӗ ӳстересе парас тенине те хирӗҫленӗ-мӗн. Унтан блогер пурте пӗрле пулса пахча юлташлӑхне тирпейленине пӗлтернӗ.
Ҫапах та тӗп шухӑшӗ кунта урӑххи темелле-тӗр. Пухӑвӑн хупӑ пайӗнче уйрӑм хастарсем пахча юлташлӑхӗн «Плоды свободной журналистики (Ирӗклӗ журналистикӑн ҫимӗҫӗ) пичет кӑларӑмӗ кун ҫути кӑтартма йышӑннӑ пулать. Ӑна тӳлевсӗр майпа валеҫӗҫ. Кӑларӑмӑн тиражӗ 300 пин пулмалла-мӗн. Редколлегине «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗ пулнӑ Африкан Соловьев, «Грани» хаҫат редакторӗ пулнӑ Александр Усов тата «Хыпар» хаҫат редакторӗ пулнӑ Алексей Леонтьев кӗмелле имӗш.