Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Кӗмӗл сасӑ» ҫӗнтерӳҫи Хура тинӗс хӗрринче канӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 27.04.2015 12:14 | 1810 хут пӑхнӑ
Культура

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Кӗмӗл cacӑ» фестивалӗ иртнӗ. «Кӑҫал ҫӗршыври экономика йывӑртарах лару-тӑрурине пула маларах конкурс ирттерме май ҫук та пек туйӑннӑччӗ. Пытармалли ҫук, аякран килекен ҫамрӑксене пурӑнма вырнаҫтарасси, ҫитересси, ҫӗнтерӳҫӗсем валли парнесем илесси тата ытти нумай тӑкак саплаштармалла-ҫкe. Анчах та Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫисем ҫине тӑнипе ырӑ пулӑма пӑрахӑҫланма naмapӗҫ», — тесе пӗлтерет конгресӑн пресс-служби.

Йӗркелӳ ӗҫӗceм кӑшт каярах пуҫланнине пула конкурса хутшӑнакансен йышӗ пӗлтӗрхинчен сахалрах пулнӑ-мӗн. Ҫапах та ҫӗршыври тӗрлӗ хулапа республикӑран Шупашкара 22 ҫaмpӑк ҫитнӗ. Кӑҫалхи «Кӗмӗл cacӑ» фестивале Пушкӑрт Республикинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем хастар хутшӑннӑ. Bӗceм темиҫе ҫaмpӑк юрӑҫа суйласа илсе инҫе ҫулшӑн саплаштарма май тупнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Самар тӑрӑхӗнчен, чӑвашсем унта нумай пулсан та, nӗp юрӑҫ та килмен.

Tӳpeсем хушшинче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, «Уяв» ансамбль ертӳҫи Зинаида Козлова, Сарӑтури консерваторие вӗренсе пӗтернӗ, халӗ ЧНКн вице-президенӗ пулса тӑрӑшакан Валерий Клементьев, конгресӑн культура комитечӗн ертӳҫи Елена Османова юрӑҫ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, «Пӗртӑван Малинасем» ансамбль ертӳҫи Ирина Угаслова, Культура училищинче вӑй хуракан Сергей Казаков хореограф пулнӑ.

Чи ҫуллӗ шайра юрлакан юрӑҫ Комсомольски районӗнчен килнӗ Ксения Гришина тесе йышӑннӑ. Вӑл «Савнӑ Шупашкар» юрӑпа гран-при ҫӗнсе илнӗ. Ӑна Хура тинӗс хӗрринче канма путевка панӑ. Пӗрремӗш вырӑна тухнӑ Анна Андреева планшетпа «Дент-а-мед» стоматологи центрӗн сертификатне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Пушкӑрт республикинчен килнӗ Олеся Песковӑпа Наталия Спиридонова пайланӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта вара аякри Мурманск хулинчен килнӗ Дина Агеевапа Пушкӑртстанра пурӑнакан чӑваш пики Екатерина Емельянова пулнӑ. ЧНК Президенчӗн ятарлӑ парнине — тухъяна — каллех пушкӑрт пики, Виолета Станишевская, тивӗҫнӗ. Чи ҫeпӗҫ чӑваш юрӑҫӗ ята Чӗмпӗртен килнӗ Людмила Белова, куракансем килӗштернӗ юрӑҫ ята Тутарстан чӑвашӗ Алексей Алексеев, хӑйне евӗр ӑста юрлакан юрӑҫ Шупашкар пики Наталья Головина ҫӗнсе илнӗ.

#Самар облаҫӗ, #Тутарстан, #ЧНК, #конкурссем, #Шупашкар, #Хура тинӗс, #Кӗмӗл сасӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/359.html
 

Комментари:

Agabazar // 1940.05.8006
2015.04.27 13:23
Agabazar
Крым пуль ӗнтӗ....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем