Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Республика бренчӗ мӗнле пулӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.04.2015 11:29 | 990 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре бренд хатӗрлеме шутланӑ. Ҫак тӗллевпех ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 5-мӗш гимназире пуху иртнӗ.

Бренда республикӑна инвесторсене илӗртес тӗллевпе хатӗрлесшӗн. 5-мӗш гимназие журналистсем, блогерсем, общество пӗрлешӗвӗсен элчисем пухӑнса ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Антон Хреков тӗлпулу модераторӗ пулнӑ. Вӑл малтан паллӑ тележурналист пулнӑ, халӗ – республика имиджне хатӗрлеме тӑнӑ компанин генеральнӑй директорӗ.

Антон Хреков каланӑ тӑрӑх, бренда унччен те хатӗрлеме пуҫланӑ. Хашӗ-пӗри ӑнӑҫлӑ та пулнӑ-мӗн. Кӑҫал вара бренда экономика канашлӑвӗ валли хатӗрлеме палӑртнӑ.

Тӗрӗссипе, бренда суйлама ҫӑмӑл мар. Чӑваш Ене релестроени центрӗ тесе калама ҫук, меншӗн тесен ку республикӑра мар, пӗр хулара ҫеҫ. Чӑваш сӑри те республика палли пулаймасть, мӗншӗн тесен антиалкоголь саккунӗ пур.

Чӑваш Ене Хӗвел территорийӗ теме сӗнеҫҫӗ-мӗн. Ку ҫутҫанталӑкӑн лайӑх условийӗсемпе, хастар аталанакан хӗвел энергетикипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Теприсем Чӑваш Ене лӑпкӑн канмалли вырӑн пек кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Ку, вӗсен шухӑшӗпе, туристсене илӗртӗ, хӑна ҫурчӗсен усламне аталанма май парӗ. Апла-и, капла-и, анчах республикӑн бренчӗ мӗнле пуласси пирки татӑклӑн калама ҫук-ха хальлӗхе.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/76974
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем