Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче Леонид Маяксен тексчӗпе усӑ курӗҫ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.04.2015 09:54 | 2013 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Акан 24-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртмелле. Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӗве тата Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Кӑҫал текста Леонид Маяксем паллӑ чӑваш ҫыравҫи хайлавӗнчен илнӗ.

Диктант 13 сехетре пуҫланать. Унта хутшӑнас тесен ятарласа хатӗрленӗ вырӑна ҫитмелле, е диктант бланкне уҫласа илсе наци радиовӗпе итлесе е Чӑваш наци телекуравӗн сайтӗнче пӑхса компьютерпа ҫырма пулать. Бланка пичетлесе алӑпа ҫырма та юрать. Диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн бланка 10–15 минут хушшинче dictant2015@yandex.ru адреспа ярса памалла.

Диктант ҫырмалли ятарлӑ вырӑнсене И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультетӗнче (Президент бульварӗ, 19а ҫурт, 201 тата 400 аудиторисем), Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче (М. Горький проспекчӗ, 5-мӗш ҫурт, пуху залӗ тата 215 аудитори) тата Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче (14, 17, 20 аудиторисем) хатӗрлӗҫ.

Пӗтӗм чӑваш диктантне йӗркелекенсем: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телевиденийӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ.

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн тулли условийӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче паллашма май пур.

#Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #чӑваш чӗлхи, #ЧПУ, #ЧПГӐИ, #ЧППУ, #педагогика колледжӗ, #диктантсем, #Чӑваш чӗлхи кунӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем