Ҫӗр ҫине килекен кашни ҫыннӑнах темле тӗллев пур пек туйӑнать. Ара, этем хӑй ӗмӗрӗнче мӗн кӑна туса ӗлкӗрмест пулӗ! Теприсем, ав, йывӑҫ лартнипе, пӳрт лартнипе, ывӑл ӳстернипех ҫырлахмаҫҫӗ, тӑван халӑх асӗнче те юлмалӑх ӗҫ те туса ӗлкӗреҫҫӗ. Ҫавӑн пек хӑватлӑ ҫынсенчен пӗри – Николай Терентьев. Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ.
Николай Терентьева пӗрисем драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ-тӗр, теприсем – куҫаруҫӑ евӗр, виҫҫӗмӗшӗсем – актер тенипе. Тата теприсем унӑн хисеплӗ ячӗсене – вӑл Чӑваш Республикин искусствӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулнине – асӑнса кайӗҫ. Пӗлместӗп, «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать» тата ытти пьесӑпа чапа тухнӑ автор вӑл ятсемпе мӑнаҫланнӑ-ши е, тен, ҫук та-ши?.. Паян ку пӗлтерӗшлех мар. Пахи - ӑна ҫынсем манманни. Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑскер ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ май Ҫӗнӗ Шелттӗм ял вулавӑшӗнче, акӑ, «Пурнӑҫ уттипе васкаса» литература калаҫӑвӗ йӗркеленӗ. Васканӑ-ши Николай Терентьев е пурнӑҫ ҫулӗпе васкамасӑр утнӑ-ши? Ҫак ҫӗр ҫинчен вӑл 88 ҫула ҫитсен кайрӗ. Васканипе васкаманнине татса калаймӑпӑр та, анчах куккук вара, чӑн та, ҫаплах авӑтать...