«Хыпар» Издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫӳрес йӑлана малалла тӑсать. Нумаях пулмасть калем ӑстисем Комсомольски районне ҫитнӗ.
Хыпарҫӑсем культура керменӗнче хаҫат-журнал тусӗсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Каҫалсем тӗлпулу кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртни пирки ӗнентереҫҫӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев чи малтанах район хаҫатне «Каҫал ене» тата «Хыпара» алла илнине пӗлтернӗ.
«Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай «Хыпара» содержани енчен пуянлатнине, дизайнне улӑштарнине, унта тӗрлӗ ыйту хускатма тӑрӑшнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Хыпар» хаҫат кашни килтех пулмалли пирки ҫирӗппӗн каланӑ.
Тӗлпулура К.Осокина, В.Вахтеркина юрӑҫсем юрӑсемпе илемлетнӗ.
Сӑнсем (7)
Ырми-канми // 2893.87.2713
2015.04.11 08:25 | |
Хех, эсир мӗншен республика пуҫлӑхне Комсомольски район пуҫлӑхӗ туса хунӑ? Михаил Игнатьев кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтереймесен тен, Комсомольски тӑрӑхне ертсе пыма килӗшӗ-и, кам ӑна пӗлет. Туркай сӗнсен - килӗшет пуль)))))) | |
Аçтахар Плотников // 3154.76.1416
2015.04.11 11:12 | |
Асӑрханӑшӑн тав. Вӑт ҫапла пирӗн хыпарҫӑсем (хыпар ҫыракансем) — йӑнӑш тумасӑр пултараймаҫҫӗ хӑш чухне. |