«Чӑваш Республикин ҫул-йӗр управленийӗ» хысна учрежденине «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессипе тата видеофиксаци тытӑмне ӗҫлеттерекен дирекци» ятлӑ организаципе пӗрлештернӗ.
Юлашкичнен калани те хысна предприятийӗ шутланнӑ. Вӑл ҫул ҫинче видеокамерӑсем вырнаҫтарассипе ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин пресс-служби ик учреждение пӗрлештерни ҫул ҫинче ирттерекен ӗҫ пахалӑхне тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне ӳстерессипе ҫыхӑнтарать-ха. Ҫапах та сӑлтавӗ вӑл кӑна та мар пулӗ. Ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ икӗ учреждение пӗр тӗвве пӗрлештерни укҫа-тенке перекетлеме те май паратех-тӗр. Ара кун пек чухне пуҫлӑхсен, бухгалтерсен йышне те чакараҫҫех пулӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ҫӳрекенсемшӗн кун пек йышӑну туни пӗрех-ха: чи кирли - ҫул ҫинче йӗрке пултӑр кӑна.